Çул хыççăн çул хыçа юлса та вăхăт малалла шăвать. Кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине уявлатпăр. Шел, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă ветерансем те нумай мар, тылра ĕçленисенчен те чылайăшĕ çук ĕнтĕ пирĕн хушăра. Кăçал округра вĕсене юбилей медалĕпе чысланă. Вăрçă ачисен йышĕ те çулсерен чакса пырать. Апла пулин те пире мирлĕ пурнăç, çутă тÿпе парнелессишĕн пуçĕсене хунă вăрçă паттăрĕсене те, тыл ĕçченĕсене те манмастпăр.
Сăмахăм ман Çĕнĕ Пуянкассинче пурăнакан вăрçă ачи Юлия Васильевна Стукина пирки пулĕ. Юля аппа çу уйăхĕн пуçламăшĕнче 90 çулхи çуралнă кунне паллă тăвать. Вăл 1935 çулта Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсемпе çыхăннă. Çемьере асли пулнă май, пĕчĕкрен ыттисемпе пĕрле пурнăç йывăрлăхне тÿс- се ирттерме тивнĕ. Тата мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ. Пĕве кĕнĕ хĕр кÿршĕ ялти маттур яша Федор Яковлева качча тухнă. Çемьере йыш хушăнса пынă, анчах мăшăрĕ ир çĕре кĕрсен виçĕ ачине ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă.
Юлия Васильевна мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен тăван хуçалăх производствинчи тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă, хăмла та çитĕнтернĕ. Пур çĕрте те тăрăшса ĕçленĕ, сатурлăхĕпе, вашаватлăхĕпе палăрнă. Ÿр- кенмен, нимĕнле ĕçе те тиркемен, нимĕнле ĕçрен те пăрăнман тата юлман.
«Ларса канма пĕлмест пулĕ»,— теççĕ кÿршисем те, унăн харсăрлăхĕнчен тĕлĕнсе. Ял-йышра ятлă-сумлă вăл, пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ те 40 çул таран.
Ĕçне кура — хисепĕ, Тав хучĕ-семпе тĕрлĕ парнесене, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ. «Ĕç çынна илем кÿрет, телейлĕ тăвать»,— тет хисеплĕ ватă. Ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне, хастарлăхне ăша хывнă ахăртнех Юлия Васильевна. Ашшĕ, Василий Сидорович фронтовик, ялта ылтăн алăллă платник-столяр пулнă. «Ун патне яланах ял-йыш пырса çÿренĕ,— терĕ ăшшăн ашшĕне аса илнĕ май,— вăрçă пуçлансан мĕн çĕнтерÿ кунĕ çитичченех фронтра пулнă манăн атте». Хăй те, нимĕн тумасăр ларма хăнăхманскер, кил-тĕрĕшри ĕçсене тăвать.
Эпир Юлия Васильевнана, хисеплĕ те тараватлă, сăпайлă юбиляра, ĕç ветеранне, чун-чĕ- ререн тав сăмахĕ калатпăр. Вăй-халу иксĕлми тăтăр, кун-çулу лăпкă та канлĕхре, çирĕп сывлăхпа ирттĕр.
Раиса ВАСИЛЬЕВА