Пĕтĕм Раççейри «Рççейри ĕç. Пысăк майсен вăхăчĕ» ĕç ярмăрккин регионти тапхăрĕнче ĕç шыракан 1,7 пин ытла çын ĕçе вырнаçмалли сĕнÿ-сем илнĕ.
Асăннă мероприятисем муниципалитетсенче те пулнă. Тăвайри ĕçпе тивĕçтерекен уйрăмра кăçал 4 хутчен вакансисен ярмăркки иртнĕ. «Акконд-агро фирма», «АККОНДМОЛОКО» обществăсем, «Тăвайри кооператив» потребобщество, Канашри чугун çул хурал службин, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн представителĕсем хутшăннă. Çĕр ытла ĕç шыракан пулнă вĕсенче. Ĕçе вырнаçас енĕпе консультацисем илнĕ. Хăшĕ-пĕри ĕçпе тивĕçме те ĕлкĕрнĕ.
«Раççейри ĕç. Пысăк майсен вăхăчĕ» ярмăрккăн федераци тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче, «Кадрсем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.
Наталия ИВАНОВА,
ĕçпе тивĕçтерекен уйрăм