1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
30 апреля 2025 г. 11:53

Çамрăк хырсем лартрĕç

 

Тăрмăшри тавра-пĕлÿçĕсемпе тăван тавралăха юратакансем иртнĕ эрнере Киремет тăвайккине Чул Юпа палăк патне пуçтарăнчĕç. Ку Юпана тăрмăшсем ял пуçланса кайнă вырăна асра хăварас тесе вырнаçтарнă пулнă. Халĕ вара паллă вырăна татах та йĕркене кĕртес тесе ун тавра икĕ рет 10 çамрăк хыр лартрĕç.

Çавăн пекех Канаш-Тăвай çулĕ урлă каçсан йĕркене кĕртмелли тепĕр вырăн та пур. Кунта ĕлĕк сăртран тапса тухса 7-8 метр çÿллĕшĕнчен аялалла çăл кĕрлесе юхса ларнă. Вăл чашлатса шавлани яла илтĕн- нĕ. Çавăнпа ăна тăрмăшсем Чашлама, тенĕ. Халĕ сăрт çамки çинчен 17—20 пысăках мар çăл тапса юхса выртать. Шывĕ сиплĕ пулас, хулара пурăнакан ял çыннисем çав çăлсенчен шыв илсе каяççĕ. Юхан шыв урлă çăлкуçсем патне çитме каçма тăвас шухăш пур.

Пирĕн енче çут çанталăк парнеленĕ илемлĕ вырăнсем татах та пур. Чашлама — Чул Юпа — Хура Çăл маршрутпа туристсене, килнĕ хăнасене курма, киленме, канма майсем туса парсан питех те ырă ĕç пулĕ, тесе шутлаççĕ тата тăвасшăн вырăнти хастар çынсем.

 

Вячеслав СИДОРОВ,

таврапĕлÿçĕ

Поделиться:
Распечатать