Сире Ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ –Майӑн 1-мӗшӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак кун хӑйӗн ӗҫӗпе тӑван республика аталанӑвне курӑмлӑ тӳпе хывакан пӗтӗм ҫынна пӗрлештерет. Сирӗн ӗҫри ӑсталӑхӑрпа пысӑк яваплӑхӑра пула регион умри чӑрмавсене шанчӑклӑн ҫӗнтерсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тӑвать.
Юлашки 5 ҫулта Чӑваш Ен экономики палӑрмаллах ҫирӗпленчӗ: ҫӗнӗ предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, инвестицисен шайӗ пысӑкланать, инфратытӑм лайӑхланать. Пирӗн тӑван кӗтесре пурнӑҫ тулӑхрах та хӑтлӑрах пулса пырать.
Ҫурхи кӑмӑл-туйӑм пире пурсӑмӑра та малашнехи ҫитӗнӳсем тума хавхалантарса тӑтӑр, кашни кунах савӑнӑҫ, ҫирӗплӗх парнелетӗр тата малашлӑха шанчӑклӑн кӗтме лайӑх майсем кӳтӗр. Сире тата сирӗн ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх тата ырлӑх сунатӑп! Уяв ячӗпе!
Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ