1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
30 апреля 2025 г. 12:13

Хĕрачана шыва путасран çăлнă

 

Çурхи вăхăтри шыв-шур та, çуллахи пекех, хăйĕн патне туртать. Шкул çулне çитмен ачасем урамри ланкашкасем çине кĕрсе чăлт! чăлт! сирпĕтмесĕр иртмеççĕ. Кÿлĕсенчи пăр çине те кĕрсе пăхас теççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ, аслисем, шкулта вĕрентекенсем ачасене шыври хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллине аса илтерсех тăраççĕ. Вĕт-шакăр ачана куçран вĕçертмелле маррине пурте ăнланаççĕ-ха.

Апла пулин те, инкек куçа курăнса килмест. Тата шывăн та турачĕ çук, теççĕ. Ку хутĕнче, мартра, хуларан килнĕ хĕрачана илĕртнĕ Амалăх ялĕнчи пĕве. Çыран хĕрринчен вунă метра яхăн утса кĕнĕ те шыва урисемпе анса кайнă. Таса пирĕш-тисем çумра пулнă евĕр, Аринăна шывра асăрхаса пĕр çамрăк арçын ача (Роман Зарубин) кÿршĕсене пулăшма чĕнме чупнă. Шăпах çак вăхăтра Чутейри шкулта вĕрентекен А.Н.Орлова пĕве енне тухакан чÿрече витĕр ача çиçĕм пек чупса иртнине тата шывра хĕрача мĕкĕлтетнине курах кайнă. Ак сехре хăппи! Пуçра пĕр шухăш: хăвăртрах çăлмалла! Вăл çийĕнчех чупса тухать. Çыран хĕррине тепĕр енчен Владимир Гурин пенсионер та çитсе тăнă. Алина Николаевна хĕрачана лăпкăрах пулма, ытлашши хускалма юраманнине хистесех калать. Владимир Петрович хăйĕн- пе пĕрле илсе тухнă кантрана хĕрача умне ывăтса çитерет. Пăр çинчен çакăнса тăракан хĕрача кантраран ярса тытать. Кантри алла ыраттарать пулин те вĕçертсе яма юрамасть. Вара майĕпен ăна хăй утса кĕнĕ енчен шыв тăрăх туртса илеççĕ. Çыран хĕрне тухнăскере А.Н.Орлова хăвăртрах тĕлнех хутса ăшăтнă мунчана илсе кайнă. Йĕпе кĕпе-тумтирне хывса ăшăтнă, пĕрремĕш пулăшу панă. Пĕвине кĕркунне тасаттарнă иккен, тарăн пулнă.

Хĕрачан ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне вилĕмрен çăлакансене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ каланă. Эпир те, Чутей шкулĕн коллективĕ, пирĕн ĕçтеш инкекри çынна çăлма пулăшнăшăн савăнатпăр. Хуть хăçан та кашнин тимлĕхлĕ, асăрхануллă пулмалла, юханшывсемпе кÿлĕсен хĕррине пĕччен каймалла мар, çÿхе пăр çине кĕмелле мар.

Людмила МИХАЙЛОВА, Чутей шкулĕ

Поделиться:
Распечатать