Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ тĕле Тăвайри халăх краеведени музейне Шупашкартан Евдоким Осипович Осипов пысăк парне парса янă.
Аслă Аттелĕх вăрçине халалласа СССР культура Министерстви йышăннипе «Документы и воспоминания, фонохрестоматия. Великая Отечественная война — 1941, 1942, 1943, 1944, 1945 годы» ятлă грампластинкăсен пуххи кăларнă пулнă (вĕсем пурĕ — 13). Е.Осиповăн тăванĕ, Тăвай ялĕнче пурăнакан Валерий Филиппович Григорьев вĕсене Тăвай музейне парнелерĕ. Çĕнĕ экспонатсене музея пырса курма тата юррисене итлеме пулать.
Владимир ФЕДОРОВ, музей заведующийĕ