Тушкилти вăтам шкулта СВОра Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрла пуç хунă Роман Петрова халалласа асăну мероприятийĕ-сем иртнĕ.
ласс пĕтер- нĕ хыççăн 2016 çулта Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕ-пе коммерци техникумĕн-че вĕреннĕ, «повар-кондитер» профессине алла илнĕ. Вĕренÿ заведенийĕн- чи ĕçĕ-хĕле хастар хутшăннă. Ушкăн старости, сăпайлă та лăпкăскер, яланах юлташĕ-семшĕн тĕслĕх пулнă. Техникум хыççăн Раççей çар ретне тăнă, унтан контракт çирĕп- летсе службăна тăснă, çарти хастарлăхшăн Р.Петрова грамотăсем парса чысланă. 2022 çулхи мартран СВОра çапăçма пуçланă вăл. Артиллеристсемпе малти линире пулса хăюлăх кăтартнă. Роман майăн 23-мĕшĕнче çапăçура пуç хунă. Ăна вилнĕ хыççăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Çапларах хÿтĕлевçĕ салтакăн кĕске кун-çулĕ.
Тĕлпулăва техникум директорĕ Р.А.Шуканов волейболистсен командипе килнĕ. Паттăр салтак шкул хыççăн пĕлÿ илнĕ вĕренÿ заведенийĕнче Герой партти уçнă. Халĕ чи пултаруллă студентсем Роман Петров ячĕллĕ стипендине илнине пĕлтернĕ Роман Александрович. Çав кун Сăхăтпуç паттăрне асăнса техникум студенчĕсем тата Тушкилпе Элпуç шкулĕсен командисем хушшинче волей- бол турнирĕ иртнĕ, çĕнтерÿçĕ-сене Хисеп хучĕсемпе, пылак çимĕçсемпе хавхалантарнă.
«Паттăрсене манмастпăр. Вĕсен ячĕпе шкулти музейра мухтав стенчĕсем йĕркеленĕ. Асăну турнирĕсене ирттерессине ырă йăлана кĕртнĕ эпир,— тенĕ шкул директорĕ Елена Емельянова. — 2022 çулхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче Тушкил шкулĕнче вĕреннĕ Роман Петровпа Чечняра çар заданине пурнăçласа вилнĕ Александр Миронов ячĕсемпе Герой парттисем уçнă».
Елена Семеновна Роман ăшă чунлă, анлă тавракурăмлă, кĕнеке вулама юратнине аса илнĕ.
«Астăвăм тĕслĕхĕсем çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма, хÿтĕлевçĕ тивĕçне чыслăн пурнăçлама шкул саккинченех хавхалантарса пыраççĕ»,— тенĕ округ администрацийĕн пуçлăхĕн çамрăксен ыйтăвĕ-семпе ĕçлекен советникĕ Светлана Николаева.
Романăн ашшĕпе амăшĕ Татьяна Сергеевнапа Александр Михайлович каласа кăтартни пăлхантарнă та, куççÿльлентернĕ те пухăннисене. Ывăлĕ чĕрĕ-сывă таврăнасса шанса кĕтнĕ-çке-ха вĕсем. «Эпĕ — салтак, пурте йĕркеллех пулать, тесе лăплантарма тăрăшатчĕ Роман,—аса илнĕ амăшĕ. — Ывăла манманни, хамăра хавхалантарса пыни вăй-хал парса тăрать пире».
Раиса ШУМОВА