1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 12 Май 2025 г.
30 апреля 2025 г. 11:53

Паттăрсем манăçмаççĕ

 

Çак кунсенче Чутейре пурăннă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Николай Гордеевич Богатырев 100 çул тултарнă пулĕччĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ 1925 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă. Ялти 7 класс вĕренмелли шкул хыççăн Хусанти юхан шыв (речной) техникумне пĕтернĕ. 1942 çулта слесаре вĕренме кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтермесĕрех 18 çул тултарман çамрăка 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче çара илнĕ. 6 уйăх вĕрентнĕ хыççăн фронта янă. Вĕсен дивизийĕнче йĕлтĕр- çĕсен батальонне йĕркеленĕ. Николай Гордеевич юлташĕсемпе тăшман тылне кĕрсе «чĕлхе» тытса килнĕ, кирлĕ сведенисем илсе çитернĕ. 1944 çулта сержант званипе 1ПФ, БФ 19 танк колоннинче танкист-радист, пулеметчик пулса фашистсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ.

Латви, Литва, Беларуç çĕрĕсене, Витебск, Невель, Полоцк, Двинск хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. 1943 çулхи августран пуçласа 1944 çулхи июлĕн 5-мĕшĕччен — отделени командирĕ, çав çулхи августран 1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕччен 101 танк бригадинче - радист.

1944 çулхи августра чугун çул станцийĕнче пĕр хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Хăйĕн автомачĕ- пе персе 7 нимĕç салтакĕпе офицерне пĕтернĕ. Уншăн Николай Гордеевич «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Ун чухне вăл 167 стрелковăй полкри автоматчиксен батальонĕнче пулнă.

Çыхăну взвочĕн телефонисчĕ 1944 çулхи июльте Витебск облаçĕн- чи Полоцк районĕнчи Саколище ялĕ çывăхĕнче сăнав пункчĕпе çапăçу позицийĕсем хушшинчи çыхăнăва тивĕçтерсе тăнă. Темиçе хутчен çыхăну татăлнă, çапах паттăр салтак тăшмансен артиллери çулăмĕ витĕр çыхăнăва тÿрлетнĕ. Çакăншăн иккĕмĕш хут «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Н.Богатырев радист-пулеметчик Латвири Либава хулине штурмланă чухне, 1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче, снаряд осколокĕпе йывăр аманнă. Экипажри юлташĕ-сем Николай Гордеевича çунакан танкран туртса кăларнă. Санитаркăсем ăна блиндажа илсе çитернĕ. Унтах операци тунă. Çирĕм те тултарман каччă хăрах алăсăр юлнă.

Çĕнтерĕве салтак Новосибирск хулинчи госпитальте кĕтсе илнĕ.

Н.Г.Богатырева Хĕрлĕ Çăлтăр, III степеньлĕ Мухтав, I тата II ст. Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, икĕ хутчен «Паттăрлăхшăн», «Белоруссине ирĕке кăларнăшăн» медальсемпе, «1941—1945 ç.ç. Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн», «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941—1945 г.г.», «Фронтовик 1941—1945 г.г.» паллăпа наградăланă.

Вăрçăран таврăнсан колхозра учетчик, страхлав агенчĕ, налук инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Çĕрпÿ-ре педучилище пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Ишпуçĕнче пуçламăш классене (30 çул ытла), физика, истори, географи предмечĕсене вĕрентнĕ. Унтан Чутейри шкулта, ялта библиотекарь пулса тăрăшнă. Шкул ачисене, çамрăксене патриотла воспитани пама активлă хутшăннă. Мăшăрĕпе, Марфа Абрамовнапа, 7 ача пăхса ÿстернĕ. Николай Гордеевич 2013 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче (шăп вăрçă пуçланнă кун) çут тĕнчерен уйрăлнă.

Зинаида ИВАНОВА,

Чутей ялĕ

Поделиться:
Распечатать