Апрелĕн 29-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пурĕ пĕрле 5059 гектар (планăн 56 проценчĕ чухлĕ) пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем акнă. Çак шутра çурхи тулă 1087 гектар, урпа 3361, сĕлĕ 375, пăрçа 160 тата вика 70 гектар йышăннă. Дмитрий Алексеев, Александр Гладков, Сергей Муханов, Дмитрий Емельянов хресчен-фермер хуçалăхĕ-семпе Станислав Данилов индивидуаллă предприниматель, «Хучели» ООО тата «Акконд-агро фирма» АО тырă акассине вĕçленĕ. Сергей Илларионов тата Валентин Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тĕш тырă акассине вĕçлесе пыраççĕ.
Выльăх апачлĕх культурăсене округĕ- пе 1275 гектар акнă, çав шутра — нумай çул ÿсекен курăксем 682 гектар тата пĕр çул ÿсекен курăксем 593 гектар. Пĕр çул ÿсекен курăксен çуррине яхăнне «Акконд-агро фирма» АО акса хăварнă.
«Акконд-агро фирма» акционерлă общество 300 гектар çинчи кĕр калчисене çумкурăкран тата 100 гектарне чир-чĕр- сенчен химилле майпа хÿтĕленĕ.