1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
30 апреля 2025 г. 11:41

РЕСПУБЛИКА

• Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ сĕннĕ «Республика Пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăрать» проекта çирĕплетнĕ. Асăннă проект общество тĕрĕслевĕн пĕрлехи платформи пулса тăмалла. Тĕп идея — обществăна социаллă пĕлтерĕш- лĕ объектсен строительствипе, реконструкцийĕпе, территорисене хăтлăх кÿрессипе çыхăннă ĕçсене, регион пурнăçĕн ытти ыйтăвне тĕрĕслесе тăма явăçтарасси. Общество тĕрĕслевне хутшăнакансем ĕçсен пахалăхне тишкерĕç, вĕсене вăхăтра тата проектпа килĕшÿллĕн пурнăçланине хак парĕç.

• 2020—2024 çулсенче сывлăх сыхлавĕн отрасльне тивĕçтерме 145 миллиард тенкĕ ытла янă, медицинăна тытса тăма уйăрнă укçа виçи пĕр хут çурă пысăкланнă. Пысăк технологиллĕ медпулăшу калăпăшĕ 2020 çулхинчен 42 процент ÿс- нĕ. Иртнĕ пилĕк çулта республикăри медицина организацийĕсем 120 васкавлă медпулăшу машини илнĕ.

• Çĕр чăмăрĕ çинчи 6 пин чĕлхерен 2500-шĕн çухалас хăрушлăх пур, теççĕ. ЮНЕСКО даннăйĕсем тăрăх, кашни 15 кунра 1 чĕлхепе калаçма пăрахса пыраççĕ.

• Республикăн «Время СВО-их» вĕренÿ программипе конкурсра суйласа илнисене 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентме тытăнĕç, кайран вĕренекенсем стажировкăра пулĕç. Курс пĕтернисене çакна çирĕп- летекен диплом парĕç тата ертсе пыма должноç сĕнĕç. Вĕсем «Патшалăх политики тата управленийĕн тытăмĕ», «Регион тата муниципалитет управленийĕ», «Экономика тата финанссем», «Управленин хальхи технологийĕсем», «Çынна профессире, карьерăра аталанма пулăшасси» дисциплинăсене вĕренĕç.

• Кăçал çĕршывăмăр Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленнĕ май, мĕнпур палăка йĕркене кĕртеççĕ. Çакна пирĕн Тăвай округĕнчи ялсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

• Пуçаруллă бюджет программи вăя кĕнĕренпе муниципалитетсенче 6,7 млрд тенкĕлĕх 6199 проекта пурнăçланă. 2025 çулта, хаçатра палăртнăччĕ ĕнтĕ, 3,3 млрд тенкĕлĕх 1603 проекта пурнăçа кĕртме пăхнă, çак шутра пирĕн Тăвай округĕ-пе — 93 проекта.

Пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçлама явăçтаракан пĕтĕм суммăн 80 проценчĕ таран республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Çак пысăк виçене пирĕн Тăвай округĕ те тивĕçнĕ.

• 2024 çулта Чăваш Енре 8,5 пин ытла çын юн панă, вĕсенчен 1654-шĕ пĕрремĕш хутчен донор пулса тăнă. Кăçалхи апрелĕн иккĕмĕш çуррин эрнинче иртнĕ «Юн донорĕсем. Çĕнтерÿ еткерçисем» акци вăхăтĕнче республикăра пурăнакансем 255 литр ытла юн тата унăн компоненчĕсене панă.

• Июньте Патăрьел тăрăхĕнче ĕнене машинăпа сăвакан операторсен республикăри ăсталăх конкурсĕ тата Пĕтĕм Раççейри «Профессире чи лайăххи» конкурсĕн «Зоотехник» номинацийĕн регион шайĕнчи ăмăртăвĕ иртĕ.

• Мускавра кăçал та Пĕтĕм чăваш Акатуйĕ кĕрлĕ. Ăна июлĕн 6-мĕшĕнче ВДНХра ирттерме килĕш- се татăлнă. Пĕлтĕр чăваш халăхĕн тĕп уявне 165 пин ытла çын пырса курнă, Акатуйпа кăмăллă юлнă.

 

Иван ГЛАДКОВ

хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать