«Хастар вăрăм ĕмĕр» центрти кĕмĕл волонтерсем Канашри чугун çул вокзалĕнче «Çĕнтерÿ пуйăсне» кĕтсе илчĕç. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕр сехетлĕхе чарăнчĕ вăл хулара.
Пĕтĕмпех вăрçăн хăрушă çулĕсем куç умне тухрĕç. Вăрçă пуçланни, фронтпа тыл пĕрле çĕнтерÿшĕн кĕрешĕве çĕкленни, ним айăпсăр çынсен кун-çулĕ вăхăтсăр татăлни... Çапла историе сĕртĕнме май туса пачĕç пире кунти экспозицисем.
Римма ГУРИНА,
Тăвай ялĕ