1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 13 Май 2025 г.
30 апреля 2025 г. 11:52

Вунвиççĕмĕш штрафбат

 

1942 çул. Вăрçă пуçланнăранпа пĕр çулталăк çитеспе нимĕçсем Атăл патне çитнĕ. Çĕршыв умне çав тери хăрушлăх сиксе тухнă. Çав кунсенче, июлĕн 28-мĕшĕнче, И.В.Сталин çарсенчи йĕркелĕхе хытарас тĕлĕшпе приказ кăларать. «Пĕр утăм та каялла чакмалла мар!» — çапла ят панă ăна. Çак приказпах кашни фронтра штраф батальонĕсем йĕркеленĕ. Вĕсен ретĕнче кĕçĕн лейтенантран пуçласа подполковник таран тĕрлĕ преступлени тунă, тыткăна лекнĕ, приказсене пурнăçламан çар служащийĕсем пулнă. Батальона 800 çынна яхăн е ытларах пуçтарнă.

Штраф чаçĕсен командирĕсем пулма НКВД пур енчен те тĕплĕн тĕрĕслесе çирĕп дисциплинăллă, çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă офицерсене уйăрса лартнă.

Çак ала витĕр тухнă Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ Константин Федорович Ярушкин шăпах çак чылай вăрттăнлăхпа витĕннĕ ятарлă çар чаçĕнче командир пулса фашистсемпе çапăçнă.

Константин Ярушкин 1912 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Ялти икĕ класлă училищĕре пилĕк çул вĕреннĕ. Пур çĕрте те малти ретре, пуçаруçă пулма тăрăшнă. Пĕрремĕш комсомолец, «Енших» колхоза пуçарса яракансенчен, чи хастар ĕçлекенсенчен пĕри. Вăл вăхăтра Совет правительстви Çĕпĕр енчи регионсене аталантарма каясси пирки чĕнсе каласан, вăл тăван кĕтеспе сывпуллашса çĕнĕ çĕре пурăнма куçать. 1934 çулхи октябрĕн 12-мĕшĕнчен — Хĕрлĕ çар йышĕнче. Служба вăхăтĕнче Нăрваш каччи кĕçĕн офицерсен курсне пĕтерет. 1939 çулта Монголири Халхин-Гол çывăхĕн-чи çапăçура пĕрремĕш хут вăрçă тути-масине ăнкарать: кунта унăн хулне япун салтакĕ тытăçу вăхăтĕнче хĕçпе касса амантать.

1942 çулхи январьтен стрелоксен 14-мĕш гварди дивизи йышĕпе Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Сталинграда ирĕке кăларнă çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн «За оборону Сталинграда» медале тивĕçнĕ.

1943 çулхи февральте К.Ярушкинăн, гварди лейтенантăн, рота командирĕн заместителĕн, хăйсенчен салтаксем тата техника шучĕпе чылай нумайрах тăшманпа çапăçмалла пулнă. Хăйпе пĕрле 5 салтакпа 12 фашиста леш тĕнчене ăсатнă, пулемет расчетне, нимĕçсен пехоти ларса пыракан автомашинисене сирпĕтсе янă. Разведка ĕçĕсене тĕрĕс-тĕкел туса, сведенисене хăвăрт командирсем патне çитерсе, Нижний Габун тата Белоскелеватый ялсене (Луганск облаçĕ) пирĕн чаçсем фашистсенчен тасатнă. Ку вырăн совет салтакĕсемшĕн çĕнсе илме çав тери йывăр крепоç шутланнă. Хастарлăхшăн К.Ярушкина Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа наградăлама хут хатĕрлеççĕ. Ăна пĕр картлашка «хаклăрах» орденпа — II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе — чыс тăваççĕ.

Çак çулах унăн вăрçăри чи йывăр, юнлă, пысăк çухатуллă çапăçусене хутшăнма лекнĕ. Вăл иртнĕ вăрçă вăхăтĕн-че легендăна кĕрсе юлнă 13-мĕш уйрăм штраф батальонĕн взвод командирĕ пулса тăнă. Вăрçă историкĕсем çырса кăтартнă тăрăх, çак чаçсене чи йывăр çар операцийĕсене хутшăнтарнă: тăшман йышăннă çÿллĕ вырăна тытса илесси, минăсем хурса тухнă хир урлă «Ура!» кăшкăрса тăшман окопне унти фрицсене вĕлерсе йышăнасси, шывсем урлă пĕрремĕш ишсе каçасси тата ытти те.

Акă, 1943 çулхи ноябрьте Константин Ярушкин взводне çÿлте вырнаçнă Широкое ятлă яла (Днепропетровск облаçĕ, вырăнне «Могила долгая» тенĕ) фашистсенчен тасатма задани панă пулнă. Нимрен те хăраман, хăюллă офицер хăйсем çине нимĕçсем пушкăсенчен, автоматсемпе пулеметсенчен вĕçĕ-хĕр-рисĕр вут-çулăм сапаланă пулин те, салтаксемпе малалла ыткăннă. Унăн взвочĕ çÿллĕ вырăна пĕрремĕш йышăннă, нимĕçсен 40 салтакĕпе офицерне, 6 пулемет расчетне тĕп тунă. Артиллери снарячĕ юнашар сирпĕннине пула Ярушкин контузипе аптăранă, анчах çапăçу хирĕнчен пăрăнман хастар командир, фашистсен тепĕр 2 атакине сирсе ярса, çÿллĕ вырăна пĕтĕмпех хăйсен аллине ярса илнĕ.

Ку çапăçушăн гварди аслă лейтенанта Хĕрлĕ Çăлтăр орден панă.

1944 çулхи августра, Константин Федорович аманнă хыççăн вăхăтлăха офицерсен резерв полкĕнче службăра пулнă вăхăтра, Молдавинчи Шерпены ялĕ çывăхĕнчи юнлă çапăçура 13-мĕш штраф батальонĕ (368 çын) пĕтĕмпех, 18 йывăр аманнă салтаксăр пуçне, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пурнăçран уйрăлать.

Çак йывăр çухату пирки Александр Маршал «13-й штрафбат» юрăра чĕрене хускатмалла каласа парать.

Штрафниксем пирки çапла каланине те илтме пулать. Хăйсем çине атакăна штрафниксем тапранчĕç пулсан, нимĕçсем окопсенчен хĕç-пăшал пăрахса хăварсах тарнă, имĕш. Тен, пулĕ те. Штрафниксене çапăçури хăюлăхшăн хăйсен чаçĕсене званипе должноçне тавăрса каялла ăсатнă.

1945 çулхи март уйăхĕнче, ку вăхăт тĕлне çĕнĕрен айăпланнă офицерсенчен йĕркеленĕ 13-мĕш уйрăм штраф батальон командирĕ К.Ярушкин капитан Дгача ялĕ (Австри) патĕнче каллех ĕнерхи капитан-майорсемпе пĕрле пĕрремĕш çÿллĕ вырăна хăпарнă. Нимĕçсем окопсенчен тарса пĕтнĕ. Иккĕмĕш кунне нимĕçсен иккĕмĕш траншейине, шоссене, чукун çула хăйсен аллине илеççĕ. Фашистсем çине хăвăрттăн, хăюллăн тапăнса, нумай салтака тĕп тунă, чылай хĕç-пăшалпа автомашинăна туртса илнĕ. Пирĕн ентеш гварди капитана ку çапăçура малти ретри ротăра батальон çапăçăвне йĕркелесе пынăшăн «Александр Невский» сумлă орденпа наградăлама хут тăратнă. Анчах наградăсен хăйсен йĕркисем пулнă: ку орденпа чыслама подразделенинче миçе салтак ытти наградăсене тивĕçнине шута илнĕ. Штрафниксемшĕн вара чи пысăк награда таса ята тавăрни, хăйсен чаçĕ-сене каялла куçарни пулнă. К.Ярушкина I степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă.

Каярах Константин Федорович нимĕçсене хăйсен шăтăкĕ таранах хăваланă. Европăри çĕршывсене ирĕке кăларма хутшăннăшăн «За взятие Будапешта», «За взятие Вены», «За отвагу» медальсемпе чысланă.

Çĕнтерÿ кунне гварди майорĕ 13-мĕш штрафбатпа пĕрле Германире кĕтсе илнĕ. Çапла килсе тухнă Нăрваш каччин шăпи: пилĕк çула çара тухса каять те вун икĕ çул хушши вуншар юнлă çапăçусене, Монголирен пуçласа Германи таран, хутшăнать.

1946 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче унăн служби вĕçленнĕ, тăван яла таврăннă. Кăшт пурăнсан Свердловск облаçне тухса кайнă.

Вăрçă вăхăтĕнчи сурансене, йывăр чире пула мухтавлă офицерăн пурнăçĕ 1959 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 42 çулта татăлнă.

Пысăк тав офицер-çĕнтерÿçĕне!

Ентешĕн паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ, Тăван çĕршыва чуна парса юратни кашниншĕн тĕслĕх пултăр.

(Статьяна награда докуменчĕсене, фронтовикăн хĕрĕн Еленăн, мăнукĕн Еленăн, пиччĕшĕн хĕрĕн Вера Васильевнан аса илĕвĕсене шута илсе çырнă).

Владимир ШАКРОВ,

Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать