1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 29 Июнь 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:22

Ĕçе пĕлсе, чун-чĕре ăшшипе

 

Тăвай больницине Канаш хулинчи сывлăх учрежденийĕпе пĕрлештернĕ хыççăн нумай улшăнупа тĕл пулма тӳр килчĕ. Халиччен шурă халатлă ĕçченсем хушшинче пулсах кайман темелле-и: чупса ĕçленĕ, юрланă-ташланă, çынсене концертсемпе савăнтарнă. Пенси çулĕсенче чылайăшĕ сывлăх сыхлавĕнче ĕçлекенсен пулăшăвĕпе усă курни куç кĕрет. Иртнĕ уйăхра хамăн та терапи уйрăмĕнче сипленме тиврĕ. Темиçе çул каялла коронавирус нумай çыннăн сывлăхне «çапса хăварчĕ» мар-и? Чылай вăйпитти çынна вăхăтсăр пурнăçран уйăрчĕ.

Чи малтанах мана уйрăм ертӳçин Вера Петровнан чăтăмлăхĕ, сăпайлăхĕ, чунлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Ăçтан-ха çакăн чухлĕ кăмăл ăшши пĕр çынра? Хăш вăхăтра пурне те ĕлкĕ-рет-ши? Ир-ирех тухтăр чирлисен сывлăхĕпе интересленет, чылай чухне каçхине те пĕрле пулма тăрăшать.

Чăннипех те туслă, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан коллективри Алена Валерьевна аслă медсестра пирки хăй ĕçĕнчи ăста тесе калас килет. Канаш-сĕнӳ пама, эмелсем пирки ыйтсан хуравлама та ялан хатĕр вăл. Сăпайлăхĕ те çумрах унăн. Тепĕр «хĕр пĕрчине» Валентина Александровна процедура сестрине куç пекех кĕтетпĕр. Кашни пациент валлиех хавхалану сăмахĕ тупать, ăшăлăхĕпе хăй патне туртать. Ĕçре вăр-вар та çыпăçуллă вăл.

Лариса Геннадьевна, Альбина Михайловна, Полина Ивановна, Елена Кузьминична, Маргарита Викторовна, Надежда Авдеевна, Татьяна Васильевна медсестрасем пĕринчен тепри хитре те маттур. Людмилăпа Надежда тутлă апат çитерессишĕн тăрăшаççĕ. «Палатăсенче уçă сывлăш, таса пултăр тетпĕр»,— кăмăллăн пĕлтереççĕ Татьяна, Олеся, Ирина тата Светлана хĕрсем.

Çак пысăк çемьери хастар ĕçченсене хăйсен тивĕçĕсене яваплăн пурнăçланăшăн, çынсен ыратăвне чĕре патне илсе пулăшма тăрăшнăшăн хисеплеççĕ пациентсем.

 

Валентина АЛЕКСАНДРОВА,

кĕмĕл волонтер, Тăвай ялĕ

Поделиться:
Распечатать