Общество палатин черетлĕ ларăвĕнче округри обществăлла организацисем Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине, Раççейри тата Чăваш Республикинчи Çĕршыв хӳтĕлевçисен, Çĕнтерӳпе патриотизм çулталăкĕсене халалласа чылай мероприяти палăртнă.
Вĕсемпе палата пайташĕсене организацисен ертӳçисем Р.А.Гурина, Н.И.Иванов, Г.А.Николаев, Т.В.Иванова тĕплĕн паллаштарнă. Общество палати те çак паллă çулталăка тивĕçлĕн ирттерме пархатарлă ĕçсем пуçарма тытăннă та ĕнтĕ.
Мероприятисене округра пурăнакан çынсене анлăн хутшăнтарма кирлине палăртнă ларура.