1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:26

Демографи

Çулталăк пуçланнăранпа Тăвай округĕнчи ЗАГС пайĕ 63 гражданла акта регистрациленĕ (иртнĕ çул — 87).

Январь-март уйăхĕсенче 8 ача çуралнă, 2 арçын ачапа 6 хĕрача. Марк, Тимур, Анна, Ева, Есения, Илона, Нина, София ятсем панă вĕсене.

Çак тапхăрта 3 çемье чăмăртаннă (2024 çулта — 2). Мăшăрланмасăр çуралнă 4 пепкен ашшĕне палăртнă. 43 çын вилнĕ, ку вăл пĕлтĕр- хи çак тапхăртинчен 19 çын сахалтарах. Ку савăнтаракан хыпар. Виçĕ уйăх хушшинче 4 çемье арканнă. Пĕр çемье 28 çул пĕрле, ыттисем çур çул, 2 тата 9 çул пурăннă хыççăн уйрăлнă.

Валентина НОВИКОВА

Поделиться:
Распечатать