Экстремизмшăн айăпланă
ук. Çапла Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ ФСИНăн Чăваш Енри управленийĕн 3-мĕш колонийĕн çичĕ ристанĕ тĕлĕшпе приговор кăларса вĕсем тĕлĕшпе ирĕклĕх- сĕр пулмалли вăхăта тăсни çинчен çырса пĕлтерчĕ «Хыпар» хаçат.
Тĕрлĕ преступленисемшĕн вĕсене маларах ирĕклĕхсĕр хăварнă пулнă, халĕ вара экстремистла организаци ĕçне явăçнăшăн айăпланă: çак çынсем колонире РФ Аслă сучĕ «экстремистла» тесе йышăннă «А.У.Е» юхăм йĕркеленĕ, унăн ĕçне хутшăннă, криминаллă йăласене, преступлени туни сумлă тесе пропагандăланă, ирĕкрен килекен пурлăхпа укçана пайлама сĕкĕннĕ, хăйсен юхăмне çĕнĕ çынсене явăçтарнă.
Ырра та, юсанмалли учреждени ристанĕсен экстремистла ĕçне-хĕлне тăрă шыв çине кăларма май килнĕ. Хула сучĕ саккунсăр юхăм йĕркелӳçине 7 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварма йышăннă, çак вăхăта вăл çирĕп режимлă колонире ирттерĕ. Ыттисем колонире 2,5-4 çул таран пулĕç.