1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:16

Кану каçĕсем

 

Пĕтĕм Тĕнчери театр тата Кулăш кунĕсене ураскассисем ялти Культура çуртне пухăнса уявларĕç. Чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, кунта хăй вăхăтĕнче халăх театрĕ ăнăçлă ĕçленĕ. Куракансене вун-вун постановкăпа савăнтарнă. Вĕсене Тăвай енре пурăнакансем кăна мар, республикăри чылай округри ялсенче те кăтартнă. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсен пултарулăхне СССР халăх артистки В.К.Кузьмина, Чăваш халăх артисчĕсем А.Кутузова, Г.Медведев тата ыттисем те пысăк хак панă.

Тĕрлĕ çулсенче театр ушкăнĕ драмăсем те, комедисем те, трагеди те лартнă, куракансене пĕр тĕлĕнтернĕ, пĕр савăнтарнă. Телее, вĕсенчен хăшне-пĕрне пленка çине ӳкер- се илме май килнĕ.

Кăçалхи театр кунĕнче вара «Кин мыскари пуçланать», «Çăлтăрсем вăййа тухсан», «Ма тухрăн-ши, савни, улаха?» спектакльсене пысăк экран çинче курса киленме пултарчĕç ял çыннисем. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ывăлĕ-хĕрĕ сцена çинче еплерех маттур пулнине савăнса та хумханса, ачисем юратнă ашшĕсемпе амăшĕсен пултарулăхне тĕлĕнсе те мăнаçланса, çак пурнăçран кайнисен тăванĕсем вара хурланса та куççульленсе пăхса ларчĕç экран çине. 25—30 çул каялла ӳкернĕскерсем, мĕн тери хаклă вĕсем, паянхи кураканшăн!

Кулăш кунĕнче экран çине «Праски инке хĕр парать» камит тухрĕ (сăн ӳкер- чĕкре: унта вылянă хăш-пĕр артистсем). 2005 çулта лартнă пулнă ăна Ураскасси халăх театрĕ. Пултаруллă артистсем калăпланă унти рольсене. Валентина Васильева (Праски), Альбина Александрова (Елина), Владимир Никифоров (Митя), Елена Гаврилова (Валя), Светлана Антонова (Галя), Анатолий Иванов (Алеша), Николай Васильев (Николай Федорович) вăййи-кулли, юрри-ташши пурин кăмăлне те çĕклентерчĕ, чун-чĕ-рене ăшă туйăм, савăнăç парнелерĕ.

Петр НИКИФОРОВ,

Ураскасси ялĕ

Поделиться:
Распечатать