1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:14

Картишĕнче пĕрле ĕçлерĕмĕр

 

 

Тăвайри муниципалитет округĕнче ака уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче территорисене тасатса тирпейлессипе икуйăхлăх старт илчĕ. Вăл çу уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать.

Урамсене, обществăлла вырăнсене йĕркене кĕртĕç, чечексемпе йывăçсем лартĕç çак тапхăрта, палăксене сăрласа илемлетĕç, масарсене тасатĕç, çӳп-çап куписене пĕтерĕç.

Хальхи вăхăтра Тăвайри муниципалитет округĕнче пурăнакансем урамсене тирпейлеме пуçланă ĕнтĕ. Хĕллехи кунсенче асфальтлă çулсем хĕррисене пуçтарăннă хăйăр-тăпра юлашкийĕсене хырса тасатнă çул-йĕр ĕçченĕсем.

Тăвайри Кооперативнăй урамри нумай хваттерлĕ 20, 22 çуртсенче пурăнакансем çулленхи ĕç уявне хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем кӳршĕсем кăна мар, юлташсем те. Туслă çыхăнура ĕçлеççĕ ялан. Иртнĕ кунсенче, ак, хăйсен картишне хавхаланса тасатрĕç, тавралăха хăтлăлатрĕç.

Ку картиш «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула таврашне йĕркелесси» программине чи малтан хутшăннисенчен пĕри. «Пурнăç инфратытăмĕ» ятлă кăçалтан ку наци проекчĕ.

Альбина АЛЕКСАНДРОВА

Поделиться:
Распечатать