1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Воскресенье, 29 Июнь 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:12

Пăхма та кăмăллă

 

 

Çурхи субботник йĕркелерĕç пуш уйăхĕн вĕçĕнче Амалăхри маттур хĕрарăмсем. Ĕçе ертсе пыраканĕ клуб ĕçченĕ Надежда Иванова, хавхалантараканĕ вара Николай Муштаков ĕç ветеранĕ, пултаруллă пенсионер пулчĕ. «Хамăн атте Егор Павлович та вăрçă участникĕ. Çыхăну ротинче телефонист пулнă. Пограничниксен отрячĕн стрелокĕ 1947 çул пуçламăшĕнче кăна тăван яла таврăннă. Яланах таса пултăр çак «çутă» вырăнта»,— пĕлтерчĕ Николай Егорович пĕрле ĕçлекенсене.Кĕске вăхăтрах паттăр ентешсене асăнса лартнă обелиск тавра тирпей-илем хуçаланма пуçларĕ. Культура çурчĕн территорийĕ те тасалчĕ.

«Туслă йышпа ĕç ӳсĕнет çав, пăхма та кăмăллă, чунра та çутă»,— ăшшăн калаçрĕç ĕçчен хĕрарăмсем. «Черетлĕ маскировка тетелĕ çыхса пĕтернĕ хыççăн тепĕр пархатарлă ĕç турăмăр»,— хыпарларĕç харсăр чунлăскерсем. Вĕсен ячĕсене пĕлтерме васкатăп: Николай Муштаков, Лидия Иванова (Шибалова), Валентина Колотушкина, Людмила Алексеева, Ирина Павлова, Валентина Краснова.

Сирĕн ĕçĕр ял халăхĕшĕн усăллă тĕслĕх пултăр, кашни урамрах тасалăх хуçалантăр.

Людмила ИВАНОВА, Амалăх ялĕ

 

Поделиться:
Распечатать