Тушкилте хуçалăх ертӳçинче нумай çул ĕçленĕ Юрий Алексеев призне çĕнсе илессишĕн волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта ветерансен командисем хутшăннă.
Чи вăйлисем Тушкилсем пулнă. Тăвайсемпе тăрмăшсем — призерсен йышĕнче. Кубокпа, медальсемпе, призсемпе хавхалантарнă маттуррисене.
Ăмăртăва Тушкил ял территори уйрăмĕн администрацийĕпе Ю.А.Алексеевăн ял хуçалăхĕнчи ĕçне малалла тăсакан ывăлĕ, ХФХ ертӳçи Дмитрий Юрьевич Алексеевпа унăн пиччĕшĕ Олег Юрьевич йĕркеленĕ.
Раиса ВАСИЛЬЕВА