1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:00

Пушарпа кĕрешесси — пĕрлехи ĕç

 

Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Раççей Федерацийĕн гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Александр Куренков генерал-лейтенант Шупашкарти ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи службин ĕçне вăйлатас ыйтăва сӳтсе явнă. Оперативлă службăсен пушар хăрушлăхĕ тапхăрĕнчи ĕçĕ тата вĕсем чрезвычайлă лару-тăрăва хатĕр пулассине уйрăм тимлĕх уйăрнă.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен республика территорийĕнче пушар хăрушлăхĕн уйрăм режимне вăя кĕртнĕ. Çавна май вăрмансенче пушар тухасран сыхланмалли мĕнпур мероприятисен комплексне пурнăçлаççĕ, пушарпа кĕрешмелли техникăпа, ытти хатĕрпе, инвентарьпе малалла комплектлаççĕ, пушар сарăласран минерализациленĕ тăрăхсем хываççĕ. Халех ĕнтĕ оперативлă службăсене 8 пин ытла çынна, 520 единица автомобильпе инженери техникине явăçтарнă. Юлашки 5 çулта ку чухнехи тулли комплектлă 19 пушар автомашини туяннă, кăçал йывăр çĕре кĕрсе çӳ- реме пултаракан тепĕр 4 пушар автоцистерни кӳрсе килеççĕ. Пĕлтĕр республикăра ландшафтлă 60 тата вăрмансенче 15 пушар тухнă, вĕсене пурне те малтанхи кунсенчех сӳнтернĕ.

«Юлашки çулта Чăваш Енре ланд- шафтлă пушарсен хисепĕ 2,6 хут чакнă. Пушарсенче çын вилессине 16 процент чакарма май килнĕ. Регионта хĕлле юр сахал çунă пулсан та, кăçал та иртнĕ çулхи кăтартусене япăхлатмалла мар»,— тенĕ Александр Куренков.

«Мĕн тунипе çырлахса лармастпăр, вут-çулăмпа кĕрешекенсене пулăшассине вăйлатсах пыратпăр. 3 çул хушшинче пушарпа кĕрешекен службăн тепĕр 8 подразделенине тата 42 ирĕклĕ пушар команди туса хуратпăр, республикăри муниципалитетсенче çĕнĕ 7 пушар деповĕ ĕçе кĕртетпĕр. Вут-кăвар инкекне сиресси тата унпа çийĕнчех кĕрешесси — пирĕн пĕрлехи ĕç!» — палăртнă Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ .

Поделиться:
Распечатать