1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:26

Пуяс вырăнне — колоние

 

 

Наркотик нихăçан та ырри патне çитермест: пĕр енчен, унпа усă курнипе сывлăх пĕтет, çынлăх çухалать, тепĕр енчен, ăна сутма е салатма хутшăнакансем те шар кураççĕ.

Акă нумаях пулмасть Елчĕк районĕн сучĕ хăвăрт пуяс шухăшпа 20 килограмм наркотик сутма тăнă çын тĕлĕшпе приговор кăларнă, ăна 8 çул та 10 кунлăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Айăплав вăхăтне унăн çирĕп режимлă колонире ирттерме тивĕ.

Суд çирĕплетнĕ тăрăх, вăтăрсенчи арçын интернетра пĕр çынпа паллашнă, Раççей регионĕсенче наркотик сутса пама килĕшсе татăлнă. Ăна пысăк виçепе наркотик параççĕ, унăн вара пĕчĕк хутаçсене тултарса палăртнă вырăнсене хурса тухмалла, сутса укçа тумалла. Анчах ăна Комсомольски округĕнче право хуралĕн сотрудникĕсем тытса чарнă, транспорт хатĕрне тĕрĕсленĕ май, полицейскисем машинăра 21,5 килограмм наркотик тупнă.

Иван ПЕТРОВ

Поделиться:
Распечатать