1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:01

РЕСПУБЛИКĂРА, ОКРУГРА

 

• Владимир Путин Раççей Президенчĕ пуçарнипе федераци ша- йĕнче пурнăçлакан «Паттăрсен вăхăчĕ» проектăн аналогĕ — регион шайĕнчи «Хамăрăннисен вăхăчĕ» вĕрентӳ программине хутшăнма пурĕ 388 заявка йышăннă. Çав шутра 79-шĕ — ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсенчен. Луганск Халăх Республикинчен килнĕ заявка та пуррине калаççĕ. Пурĕ вара çĕршывăн 25 регионĕн представите- лĕсем вĕренес кăмăллă, ытларахăшĕ, паллах, ентешсем. Мĕнпур йышăн çурринчен пысăкрах пайĕ — 35 çул тултарман çамрăксем. «Хамăрăннисен вăхăчĕ» программа пулăшнипе ентешсем çĕнĕ пĕлӳ, опыт илĕç, вĕсемпе патшалăх службинче усă курĕç.

• 2030 çул тĕлне Чăваш Енре агропромышленность продукцийĕн калăпăшне 2021 çулхинчен 25 процент, экспортне 1,5 хут ӳстерме палăртнă. Çак шута хăмлапа ĕçлесси те кĕрет, унăн лаптăкĕсене 2 пин гектара çитермелле, çулталăкра 3,7 пин тонна симĕс ылтăн пухса илме тытăнмалла.

• 2025 çулта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 950 пин, çĕрулми 323 пин, пахчаçимĕç 145 пин, çу юхтармалли культурăсем 38 пин тонна туса илме тĕллев лартнă. Акса-лартса хăваракан мĕнпур лаптăк кăçал республикипе 547 пин, пирĕн Тăвай округĕпе 18 пин те 952 гектарпа танлашмалла, çурри ытларах тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Округри хуçалăхсенче çурхи ĕçсем пуçланнă, сӳрелесе нӳрĕк хуплаççĕ, удобрени парса апатлантараççĕ.

• Юлашки пилĕк çулта аграрисем 4 пин ытла единица, çав шутра тăвайсем пĕлтĕр кăна 97 млн ытла тенкĕлĕх 25 единица çĕнĕ техника туяннă.

• Кăçалхи июнь уйăхĕнче Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 105 çул çитет. 100 çулхи юбилейпе кашни ялах 100-шер пин тенкĕ укçа уйăрса панипе пирĕн Тăвай округĕнче те чылай объекта ĕçе кĕртнĕ пулнă, пурнăçшăн ытти нумай усăллă ĕç тунă.

• Чăваш Республикинчи агропромышленность ветеранĕсен союзĕ 13 çул тултарнă. Унăн ретĕнче паян 537, çав шутра пирĕн округринче 23 ветеран шутланать. Чăваш Енри АПК ветеранĕсен союзне Александр Петрович Самылкин, пирĕн округрине Николай Ильич Иванов ертсе пырать. Ун умĕн округри ветерансен уйрăмне Михаил Яковлевич Яковлев чылай хушă ăнăçлă ертсе пычĕ.

• Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕ хушнипе республикăра кăçал çулсем çинчи шăтăк-путăка вĕри асфальтпа усă курса саплас ĕçсем иртнĕ çулхинчен пĕр уйăх маларахах, мартăн 13-мĕшĕнчех, пуçланнă. «Воддорстрой» тата «Автодор-Инжиниринг» çул-йĕр предприятийĕсем хăйсен асфальт-бетон завочĕсене хĕллехи тăхтав хыççăн хута янă. Чи малтанах тĕп автоçулсем çинчи шăтăк-путăксене саплĕç — вĕсене майăн 1-мĕшĕччен йĕркене кĕртсе çитерме палăртнă.

Çулсен вырăнсенчи сетьне пăхса тăрас енĕпе республикăра тăватă теçетке ытла подряд организацийĕ ĕçлет. Вĕсен пĕтĕмпе 70 пин тăваткал метр çинчи шăтăк-çурăка сапламалла.

• Республикăра юлашки пилĕк çулта 452 культура объектне юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕрен 35 культура çурчĕ тунă. 28 библиотекăна модульлĕ стандартпа çĕнетнĕ, çак шутра — Тăвайрине те. 2030 çул тĕлне республикăри 80 вулавăша çĕнетме палăртнă. 5 çулта культурăна 4,7 млрд тенкĕ укçа хывнă.

• Республикăри культура сферинче халĕ 4520 çын ĕçлет, вĕсенчен 62 проценчĕ — ялсенчи культура учрежденийĕсенче. Кăçалтан федерацин «Земство культура ĕçченĕ» программи ĕçлеме тытăнать.

Иван ГЛАДКОВ

хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать