Общество палатипе Чăваш Республикин композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ А.Н.Кириллов ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 25-мĕшĕччен «Çĕнтерӳçĕ салтаксем» сăвă конкурсĕ ирттереççĕ.
Конкурса хутшăнакансем валли пĕр уйрăмлăх пур. Сăвва хатĕр кĕвĕ валли çырмалла. Унта 16 çултан аслăрах, поэзие юратакансем хутшăнма пултараççĕ. Тĕплĕнрех Общество палатин телеграм-каналĕнче вуласа пĕлме пулать.
Владимир ШАКРОВ,
округри Общество палатин председателĕ