Çуркунне çитсен, юр кайса пĕтсен Сăхăтпуç ялĕнче пурăнакансем тасалăх субботникĕсене час-часах ирттереççĕ. Шкул пахчи, халĕ ĕнтĕ клуб пахчи, вырăнне тасатса çĕнĕ сăн-сăпат кĕртме чылайăн пухăнчĕç.
Сăмах майăн, сăхăт-пуçсем мăн асаттесен мĕн авалтан пыракан ниме йăлине манмаççĕ. Кирек кама та пулăшма яланах хатĕр вĕсем. Паянхи сăваплă ĕçе те кашни килтенех тухрĕç темелле. Аякра пурăнакансем те айккинче тăрса юлмарĕç. Тĕрлĕ ял-хуларан килнисем те субботника хутшăнма кăмăл турĕç.
Пурне те пĕр çемьери пек вăй хунăшăн, ял илемĕшĕн чунтан тăрăшнăшăн тав тăватпăр. Пĕрле килĕш-терсе ĕçленинчен хакли нимĕн те çук. Пĕрлĕх- ре — пысăк вăй.
Людмила ВАЛЕРИАНОВА