Апрелĕн 1-мĕшĕнче Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов Чăваш Ен наци радиовĕнчи Владимир Егоров журналист ертсе пыракан тӳрĕ эфирти «Ялтан яла» передачăна хутшăннă.
Тӳрĕ эфир вăхăтĕнче Олег Анатольевич радио итлекенсене округ аталанăвĕн планĕсемпе паллаштарнă, ку таранччен тунă çитĕнӳсем çинчен каласа панă, Чăваш Республикин 2025—2030 çулĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программипе килĕшӳллĕн округра çитес пилĕк çуллăхра пурнăçа кĕртмелли тĕп çул-йĕрсене палăртнă, татса памалли ыйтусем çинче чарăнса тăнă.
Çавăн пекех тӳрĕ эфир вăхăтĕнче радио итлекенсене пăлхантаракан ыйтусем çине те хуравланă. Вĕсем, тĕпрен илсен, муниципалитет пурнăçĕн- чи тĕрлĕ сферăпа çыхăннă ыйтусем.
Олег Анатольевич хăйĕн ВКонтакте страницинче радио итлекенсене ыйтусемшĕн, округ проблемисене татса парас ĕçе активлă хутшăннăшăн, тимлĕ пулнăшăн тав тунă.