1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 29 Апрель 2025 г.
7 апреля 2025 г. 15:04

Уяв программи анлă

 

Чăваш Ен Правительстви Республика кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисен планне çирĕплетнĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертӳçи Вячеслав Борисов пĕлтернĕ тăрăх, уяв программи анлă. Унта культурăна кăна мар, экономика хутшăнăвĕсене вăйлатассине те тĕпе хунă.

Маларах пĕлтернĕ пекех, уявăн тĕп мероприятийĕсем кăçал Шупашкарта тата Етĕрне округĕн- че иртĕç. Çавна май Етĕрнери программа та пуян — ял территорийĕсене аталантарассине халалланă форумран тытăнса чăваш хăмлин музейне уçасси таранах. Çавăнпа халĕ Етĕрне тăрăхĕнче Республика кунне хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Нумаях пулмасть округ ертӳлĕхĕ тата йĕркелӳ комитечĕн членĕсем çак ыйтупа Чăваш наци библиотекинче Етĕрне ентешлĕхĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă. Округ пуçлăхĕ Станислав Трофимов уяв концепцийĕпе паллаштарнă. Ентешлĕх хастарĕсем хăйсем енчен сĕнӳсем панă, тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явнă. Етĕрнере республика кунне ирттерме ятарлă йĕркелӳ комитечĕ туса хунă, хулана тирпей-илем, хăтлăх кĕртес ĕçсене пуçăннă.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать