Тăрмăшра тата Хучельпе Микушка (Новые Турмыши) ялĕсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ хăйсен несĕлĕсен историйĕпе интересленет. Вĕсен хушшинче хăйсен ăрăвĕн йывăçне тăвакан çынсем, çемьесем нумай. Çавна шута илсе, Эдуард Ушаковпа Вячеслав Сидоров, вырăнти таврапĕлӳçĕсем, çемьесен тымарне тĕпчеме тытăннă. Вĕсем икĕ çул каялла çемье списокĕсен пысăк кĕнекине, «Найди свои корни» текенскерне, пичетлесе кăларнă. Ял-йышпа ентешĕ-сем ыйтнипе авторсем ун хыççăн çак кĕнекене тепĕр хут та çĕнетсе кăларнă, кашнинчех çĕнĕ информаципе пуянлатнă.
Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕн библиотекинче асăннă ялсенчен, Канашран, Шупашкартан кĕнекен виççĕмĕш кăларăмĕн презентацине халăх йышлă пухăнчĕ. Кĕнекене илес текенсем нумайăн пулчĕç. Заказсем Мускавран, Новокузнецкран, Северодвинскран, Сургутран та килнĕ. Авторсем малтанах тĕпчев ĕçĕсем çинчен каласа пачĕç, кĕнеке тăрăх мĕнле шырамаллине ăнлантарчĕç. Э.Ушаков Разинсен йăхĕпе «О предках и о себе» кĕнеке кăларнă, вулавăша килнĕ тăванĕсене парнелерĕ ăна.
Тĕлпулура Енĕш Нăрвашран Владимир Ванерке те пулчĕ. Унăн асламăшĕ Тăр-мăшран иккен. Хăйĕн йăх несĕлĕсемпе кăсăкланса, нумай архивсенче тĕпчесе, вăл та хăйсен ратни çинчен кĕнеке кăларнă. «Найди свои корни» кĕнекене вуласа вара Тăрмăшри тăванĕсене — Кирилловсемпе Ивановсене шыраса тупнă, вĕсемпе çывăх паллашнă. Кĕнеке çыракансене В.Ванерке пысăк тав сăмахĕ каларĕ, авторсем ăна та кĕнеке парнелерĕç. Хăнасем таврапĕлӳçĕсем çинчен ăшшăн калаçрĕç, малашнехи ĕçре ырă сунчĕç.
Тăрмăш ялĕ пысăк. Кашни çемье, паллах, туянайман çак тата ытти кĕнекесене. Ял вулавăшĕнче вара таврапĕлӳçĕсем кăларнă пĕтĕм кĕнеке пур. Çакăн пек парнесемшĕн эпир, вулавăш ĕçченĕсем тата вулакансем, питĕ савăнатпăр, авторсене тав тăватпăр. Мероприяти ирттернĕ чухне те усă куратпăр вĕсемпе. Вĕренекенсемпе студентсемшĕн те паха материал.
Любовь АНДРЕЕВА, библиотекарь