Республика шайĕнчи проектпа килĕшӳл- лĕн иртнĕ çул округри шкул çулĕчченхи çамрăк туристсем ăçта кăна çитсе курмарĕç пулĕ. Музейсене, шкулсене, астăвăм вырăнĕсене, улăх-çарансене... Регион шайĕнче те ырăпа палăртнăччĕ вĕсене йĕркелекенсене.
Тăвайри 2-мĕш ача садĕнчи шăпăрлансем çанталăк ăшăнса, çĕр типсе çитиччен çулçӳреве ача-пăча библиотекинчен пуçлас, терĕç. Тăвай районĕ 90 çул тултарнă май, куравсемпе паллашрĕç кунта.
Наталия Уськина библиотекарь «Путешествие по сказкам дедушки Корнея» литература квизĕ йĕркеленĕ. Ăна К.И.Чуковский çуралнăранпа 143 çул çитнине асăнса хатĕрленĕ. «Чуковскин сăввисене пĕлетĕр-и?» викторина пурин кăмăл-туйăмне те çĕклерĕ. Шкул çулне çитсе пыракансем чылайăшне пĕлеççĕ иккен. Библиотекăна тăтăшрах килсе çӳ-реме сăмах пачĕç.
Ксения КУЗЬМИНА, воспитатель