Апрелĕн 7-мĕшĕнче, тунтикун, Тăвайра çурхи ял хуçалăх ярмăркки ĕçлеме пуçлать. Вăл апрель уйăхĕ тăршшĕпех кашни тунтикун кĕтсе илĕ çынсене. Ярмăркка Тăвай ялĕнчи 18-мĕш номерлĕ çурт çывăхĕнчи фермерсен суту-илӳ речĕсен площадкинче иртет. Кунта вырăнти фермерсен, харпăр хăй ĕçлекенсен тата хушма хуçалăхсен продукцине туянма май килĕ. Вырăнĕ — тӳлевсĕр.
Альбина ФЕДОРОВА