Мĕн те пулин ыратсан е амансан пирĕнтен кашниех сыватмăша васкать. Унта ĕçлекен шурă халатлă тухтăра сывалма пулăшасса шанса та ĕненсе куçĕсенчен тишкерет. Хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, чирлисемшĕн чунне парса тăрăшакан сывлăх сыхлав ĕçченĕсем вара сахал мар. Вĕсем çинчен нумай çырнă, малашне те çырĕç. Эпĕ те хаçат вулаканĕсене вĕсенчен пĕринпе — Мария Васильевна Ефремовапа паллаштарасшăн. 30 çул ытла вăй хунă вăл Ураскассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче. Мĕн чухлĕ çынна пулăшу кӳмен-ши çак тапхăрта? Ара, ял çынни чи малтан медпункта васкать-çке, фельдшерицăпа канашлать, пулăшу ыйтать. Эмелсемпе те, усăллă сĕнӳ-канашпа та, ăшă сăмахпа та сыватма тăрăшнă чирлисене Мария Васильевна.
Вăрнар районĕнче çуралнă, вуниккĕре чух кукашшĕне пăхма Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассине куçса килнĕ хĕрача малтан ялти шкулта, каярах Тăвайри вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Пуçламăш классене вĕрентнĕ Иван Иванович Кондратьевпа математика учителĕн Ольга Федоровна Шишован юратнă вĕренекенĕ пулнă вăл çак шкулсенче.
Мария пĕчĕк чухне пĕрре амăшĕ питĕ йывăр чирленĕ, ашшĕ Вăрнар больницине вăхăтра илсе çитерни çеç хăтарса хăварнă ăна вилĕм- рен. Çавăн чухне çуралнă та ĕнтĕ тухтăр пулас ĕмĕт. Ăна пурнăçа кĕртес тесе вара шкул пĕтернĕ хĕрача Челябинскри медицина училищине çул тытать. 1974 çулта чиперех вĕренсе тухать, çав хулари пĕр сыватмăшра медсестра ĕçне пуçăнать. Чунĕ тăван тăрăхалла туртăннипе икĕ çултан Тăвайне куçса килет, тĕп больницăн ача-пăча уйрăмĕнче тупăнать ун валли ĕç. 1978 çулта Георгий Ильич Ефремовпа çемье çавăрса Ураскассинче тĕпленсе пурăнма пуçлаççĕ. Ялти çынсен сывлăхĕшĕн тимлеме тытăнать фельдшерица. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хурса ĕçленĕ вăл медпунктра. Декрет отпускĕсенчен вăхăтсăр тухни те, сиплемелли хатĕр-хĕтĕрпе эмелсене, ачасем валли уйăракан «Малюткăсене» кутамккапа Тăвайĕнчен йăта-йăта килни те, патронаж сестри пулса килсерен пепкесен сывлăхне тĕрĕслесе, тĕрлĕ прививкăсем туса çӳрени те, тăрук аптăраса ӳкнисем патне çĕрлесерен тухса утни те, хĕл валли вутти-шанкине хатĕрлени те, чугун çул станцине çĕр кăмрăкĕ пушатма кайни те, тем те пулнă вăтăр çул ытла хушшинче.
Анчах кусемпе вĕçленмен-ха хастар хĕрарăмăн ĕçĕ-хĕлĕ.
Килте çемье, пӳрт-çурт, выльăх-чĕр-лĕх... Хура-шурне те сахал мар тӳсме тивнĕ-çке тата!? Инсульт пулнă мăшăрне сакăр çул пăхма тивнĕ унăн. Ăна пытарсан тата хăрушăрах инкек килсе çапнă Мария Васильевнана. Тепĕр 3 çултан аслă ывăлĕ Анатолий пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Епле тӳссе-чăтса ирттернĕ-ши вăл çав хуйха — ăна юратнă ывăл-хĕрне тăпрапа хуплама тивнĕ ашшĕ-амăшĕ кăна пĕлет пулĕ...
Темле йывăр пулсан та чĕррисен пурăнмаллах. Пурнăçра хуçăлсах ӳкесрен Мария Васильевнана ял-йыш, кӳршĕ-аршă, çывăх тăванĕсем алă пани çăлса хăварнă. Майĕпен хăйне алла илсе ура çине тăма вăй çитернĕ вăл. Çакна тума ялти обществăлла ĕçсене пурнăçлама шанса пани питĕ пулăшнă ăна.
80-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех ялти хĕрарăмсен канашĕн председательне суйлаççĕ ăна. 2012 çултанпа ветерансен совечĕн ертӳçин тивĕçне пурнăçласа пырать вăл. Ялти суйлав комиссийĕн членĕ те. Пĕр вăхăт унăн пуçлăхĕ пулса та нумай тăрăшнă М.Ефремова.
Шанса панă пур ĕçе те тӳрĕ кăмăлпа туса пынă Мария Васильевна. Çакна вун-вун Хисеп хучĕпе Дипломсем, Тав хучĕсем ĕнентереççĕ. Вĕсем хушшинче «Ударник 9-й пятилетки» паллă та, Раççей спорт министрĕсем алă пуснă Дипломсем те, республикăри ветерансен Канашĕн Хисеп хучĕ те...
Çитмĕл çула пурăнса çитнĕ ятпа тата район пурнăçне хастар хутшăннăшăн округ администрацийĕн пуçлăхĕ О.А.Ломоносов алă пусса панă Хисеп хутне стена çумнех çакса хунă хисеплĕ ветеран.
Тулли пурнăçпа пурăнать вăл паянхи кун. Юратакан, хисеплекен, пулăшакан çывăх çынсем юнашарах-çке. Юратнă ывăлĕ Илья, савнă кинĕсем Галинăпа Аня, ытарайми 5 мăнукĕ — Милана, Юля, Арина, Настя, София хуларан час-часах килсе çӳреççĕ, пурăнма вăй-хал парнелесе хăвараççĕ. Ялти хăти-тăхлачисемпе те питĕ килĕштерсе пурăнать Мария Васильевна. Пĕр-пĕр ĕç тунă чухне те, уяв кĕрекинче те ялан пĕрле. Çын хушшинче пулни те савăнăç кӳрет ăна. Кĕмĕл волонтер пулса куллен ялти клуба маскировка сеткисем çыхма та хаваспах тухать вăл. Ку таранччен 91 сетка çыхнă хастар хĕрарăмсем. Тепĕр чун киленĕçĕ те пур М.Ефремован. Маттур спортсменка вăл. Хĕлле йĕлтĕр спорчĕ- пе туслă, районти, ялти ăмăртусенче яланах малти вырăнта.
Кăçалхи çул та Ураскассинче çулсерен ял старости, округ депутачĕ Владимир Никифоров йĕркелесе ирттерекен «Хаваслă йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура ветерансем хушшинче çĕнтерчĕ вăл. Çулла, кĕркунне вара скандинави утти — чун ыйтни. Уй-хире, вăрмана утса кайса килет кунсерен. «Пурнăçа юратни, унпа пĕр кĕвĕллĕ пулма пĕлни, сывлăха упрама тăрăшни — чи кирли»,— тет Мария Васильевна хăйпе калаçакан çынна ăшшăн тинкерсе. Пурнăçне çынсен сывлăхне упрас ĕçе халалланăскер, ырă кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе ял халăхĕн пысăк хисепне çĕнсе илнĕ. Таймапуç ăна.
Петр НИКИФОРОВ, Ураскасси ялĕ