Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалланă Чăваш Республикинчи «208 пин йывăç ларт» астăвăм акципе килĕшÿллĕн Чутейри вăтам шкулта та ырă ĕç пуçарнă.
Вăрçа хутшăннă ентешсен ячĕпе шкул территорийĕнче хырсем лартнă. Кашни йывăçа ятпа паллă тунă. Ăна мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă çынсене асра тытассипе çыхăнтарнă. Патриотла акцие вĕренекенсем, шкул ĕçченĕсем, паттăрсен тăванĕ-сем хутшăннă.
Светлана КУРАКИНА, Чутей шкулĕ