Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин, ĕç ветеранĕсене пулăшасси, вĕсемшĕн тимлесси — кашни çамрăк умĕнчи таса тивĕç. Аслă çĕнтерÿ уявĕ умĕн Чутейри вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен ертÿçисемпе «вăрçă ачи» патне пулăшма кайнă. Галина Алексеевна Зайцева çитнĕ ачасене ĕç тĕлне кăтартнă. Урамра купаланса выртакан вутта Михаил Малов, Дима Мишкин, Иван Макарычев, Влад Шамбулин самантрах пуçтарса та хунă.