Хаяр вăрçă çĕнтерÿпе вĕçленни 80 çул çитрĕ. Вăхăт шăвать, анчах çав çулсем асран тухмаççĕ. Питĕ кĕтрĕмĕр вăрçă чарăнасса. Çул хыççăн çул иртет, вăрçă çаплах чарăнмасть. Акă кĕтнĕ кун та çитрĕ: 1945 çул, Майăн 9-мĕшĕ. Пурин асĕнче те юлчĕ çак кун. Ака туса пĕтернĕ, паранкă лартрăмăр, килтен киле çÿретпĕр паранкă лартса. Салтаксем киле таврăнасса кĕтетпĕр. Пĕр хĕвеллĕ кун аттен аппăшĕ Альтюк аппа патĕн-че паçма çинче паранкă лартатпăр. Ана çине икĕ салтак кĕрсе тăчĕ. Пĕр салтакĕ тÿрех асаннене пырса ыталарĕ те: «Кукамай, кукамай, эпĕ çитрĕм»,— терĕ. Эпĕ асанне саппунĕнчен тытнă та: «Кукамай мар, асанне вăл ман»,— тетĕп. Пурте манран кулаççĕ. «Тимуш, Тимуш»,— тет асанне. «Эсĕ килни лайăх, аçу таврăнаймарĕ, вилнĕ хут килчĕ»,— тесе йĕрсе ячĕ. Асанне хĕрĕн, Альтюк аппан, икĕ ывăлĕ таврăнчĕ, мăшăрĕ вилчĕ. Тепĕр салтакĕ Тимуш тетен юлташĕ пулнă, вĕсен эшелонĕ Канашра чарăнса тăнă пĕр талăклăха. Вĕсене, икĕ салтака, яла кĕрсе тухма ирĕк панă. Тепĕр ирхине вĕсене иккĕшне те тăрантаспа Вăрмар станцине ăсатрĕç. «Вăрçă татах чарăнман-и?»—тесе йĕрсе юлчĕç ăсатма пынă ял çыннисем. Ялтан тухсан, çил арманĕ патĕнчен курăнми пуличченех алă сулчĕç ял çыннисем. Тимуш тетесем Берлина илнĕ, халĕ Инçет Хĕвелтухăçне Японипе çапăçма кайрĕç. Тавах, Тимуш тете унтан сывах таврăнчĕ. Вăрçă хыççăн 36 çул хушши «Новый путь» колхоза ăнăçлă ертсе пычĕ, колхоз районта çеç мар, республикăра та малтисен шутĕнче пулчĕ. Кĕтетпĕр ытти салтаксем таврăнасса. Аннесем аттесен вилнĕ хутне илнĕ пулсан та ĕненмеççĕ. Эпир те кĕтетпĕр. Сывă юлнă салтаксем таврăнма тытăнчĕç майĕпен-майĕпен. Кĕркунне те çитрĕ. Асанне аттене çĕр çывăрмасăр кĕтет. Çĕрле. Уйăх çути çутатать. Акă пÿрт алăкне пĕр салтак уçса кĕчĕ (Ĕлĕк алăксене питĕрес йĕрке пулман). Асанне вырăн çинчен сиксе тăчĕ. Уйăх çутинче: «Ярмуш, Ярмуш тесе ячĕ». Салтак асаннене ыталаса илчĕ те: «Аппа, аппа, эпир Берлина илтĕмĕр»,— терĕ. Хăйĕн кăкăр тулли орден-медаль çиçет уйăх çутинче. «Аннÿ сана кĕтсе илеймесĕрех çĕре кĕчĕ»,— терĕ куççÿль витĕр. Пирĕн асанне Чÿкçырми хĕрĕ пулнă. Вĕсем, пĕр ывăл та икĕ хĕр, амăшĕсĕр тăлăххăн ÿснĕ. Вĕсене ашшĕ пăхса çитĕнтернĕ, амăшĕ йывăр чире пула ир вилнĕ. Асаннене асатте Тенеяльне вăрласа килнĕ (ун чухне хĕр вăрлас йĕрке пулнă). Йăмăкĕ вăтăр çухрăмри Имельпуçне качча кайнă. Халĕ вăл Тутар республикин Кайпăç районне кĕрет. Çулĕ çывăх мар. Асаннепе Ярмуш юнашар ларчĕç те шăкăл-шăкăл калаçма тытăнчĕç. «Эпĕ çурçĕр иртсен килтен тухрăм. 10 çухрăм вăрманпа утрăм. Вăрмантан хăрамастăп. Вăрçă çулĕсенче çурран утса Берлина çитрĕмĕр. Вăрманĕ те, юханшывĕ те пулнă. Çапах çĕнтертĕмĕр»,— терĕ. Унтан сĕтел çине кучченеçсем кăларса хучĕ. Асаннене çав тери хитре, илемлĕ чечеклĕ тутăр çыхтарчĕ. Пире сахăр, нимĕç конфечĕ лекрĕ. Эх, савăнтăмăр салтак кучченеçĕшĕн. Ирпе пирĕн пата тăвансем пухăнчĕç. Тăраниччен калаçрĕç тăвансем. Салтак таврăнни пысăк телей. Нумай пурăнмарĕ Ярмуш пирĕн ялта. «Каймалла, ĕç нумай»,— терĕ. Ялтан тухса кайичченех ăсатрăмăр эпир вăрçă паттăрне. Асанне çав тутăра юратса çыхрĕ. Хăй вăл тепĕр икĕ çултан, 82 çула кайсан, вилчĕ. Тутăра та пĕрлех ячĕç, асанне тутăрне. Ярмуш текех пирĕн яла килмерĕ. Ăçта кайнă-ши вăл? Имельпуçĕн-че пурăнман. Эпир вăл яла кайса çÿренĕ. Çавăн пек паттăр салтак пулнă Чÿкçырми мăнукĕ. Унăн орденĕсемпе медалĕсем халĕ те куç умĕнче йăлтăртатаççĕ.
Роза ПЕТРОВА—АХТИМИРОВА.
Тенеяль-Шупашкар