Владимир Разин Тăрмăшра çуралнă, Шупашкарта пурăнать. Вăл Чăваш Енĕн паллă художникĕ. Нумай картина ÿкерет, халăх çине куравĕсемпе тухать, округри музейсене те ÿкерчĕкĕсене парнеленĕ. Уйрăмах хăй çуралса ÿснĕ тавралăха, çынсене, вĕсен историйĕсене сăнлама юратать Владимир Ильич.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине художник-патриот айккинче хăварман. Тăрмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, кайран çĕнĕ пурнăç тума харсăр хутшăннă икĕ çын сăнарне хăйĕн ăста аллисемпе калăпланă.
Пĕрремĕш ÿкерчĕкĕ «Фронтран таврăннă» ятлă. Художник унта хăйсен кÿршĕ çынни Николай Федорович Федоров вăрçăран киле çитнĕ саманта ÿкернĕ. Н.Федоров 1921 çулта çуралнă, вăрçăра автоматчик пулнă, 1943 çулта Орел хули патĕнчи çапăçура çывăхра снаряд çурăлнипе унăн пит шăмми, куçĕ йывăр сусăрланнă. Ăна темиçе операци тунă хыççăн врачсем çăлса хăварнă. Вăл инвалид пулса тăван яла таврăнать. Алла усса, кулянса ларман вăрçă паттăрĕ, нумай çул бригадирта ĕçленĕ. Ял çыннисем ăна яланах пичĕ урлă суранне бинтпа çыхса çÿ- ренине астăваççĕ. Ялта пурте майор тесе чĕнетчĕç. Пуянкасси хĕрне качча илнĕ, 9 ача çуратса ÿстерсе ура çине тăратнă мăшăрĕпе. Николай Федорович III степень Мухтав тата Отечественнăй вăрçăн I степень орденĕсене тивĕçнĕ.
Иккĕмĕш портретра — Клавдия Алексеевна Разина сăнарĕ. Ку авторăн амăшĕ пулать. Вăл Тăрмăш шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Канашри медучилищĕре специальноç илнĕ. 1942 çулта операци тăвакан сестрасен курсĕ хыççăн Вăрнарта вырнаçнă çар госпиталĕнче ĕçлеме пуçланă. 1944 çулта Клавăна Совет Союзĕнче йĕркеленĕ Польша çĕршывĕн Пĕрремĕш Çарне илсе каяççĕ. Унта вăл медсестра çеç мар, НКВД секретлă разведчикĕ те пулнă имĕш. Ун çинчен 70 çул хушши никама та пĕлтермелле пулман. Халĕ калама юрать ĕнтĕ.
Вăрçă хыççăн Клавдия Алексеевна 40 çул тăван ялта фельдшерпа акушер пунктĕн-че ĕçленĕ, вĕсенчен 27 çулне — ертÿçĕре. Аслăраххисем астăваççĕ ĕнтĕ Клавдия Алексеевнана, вăл çитмен, медицина пулăшăвĕ паман çемье ялта юлман-тăр. Çĕршер çынна — çĕрле-и, шартлама сивĕре-и, çумăрта-и васкавлă пулăшу пама васканă, вилĕмрен çăлса хăварнă, ача çуратма пулăшнă. Картина çинче К.Разина Польша çарĕн тумтирĕпе ларать. Çак фотографи пирĕн музейре упранать. Ăна Отечественнăй вăрçăн II степень тата тĕрлĕ медальсемпе наградăланă.
Владимир Ильич Разин художник асăннă портрет-картинăсене хальхи вăхăтра ÿкер- ни питĕ вырăнлă та вăхăтлă. Тĕлĕнмелле пиçĕ пулнă çав вăхăтри çынсем. Вĕсем çав тери асаплă вăрçăра çĕнтернĕ. Темле йывăр нуша пырса çапсан та кулянса, алла усса, çынна çиленсе ларман, пĕрмай ĕçленĕ, тапаланнă, пурнăç тунă, пирĕн хальхи ăрăва ирĕклĕ çут тĕнче кăтартнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсене пирĕн ĕмĕр-ĕмĕр асра тытмалла, вĕсем пирĕншĕн яланах тĕрĕс пурнăç тĕслĕхĕсем пулмалла. Кăçал та вĕсен портречĕ- сем «Вилĕмсĕр полкра» шкул ачисен аллисенче мăнаçлăн курăнса пырĕç.
Вячеслав СИДОРОВ,
таврапĕлÿçĕ, Тăрмăш ялĕ