1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:28

Ĕмĕрех асра пулĕç

 

Аслă Çĕнтерĕве туптанă ăрăва мухтав тетпĕр. 1418 çĕрпе куна тăсăлнă Тăван çĕршыв вăрçинче чăваш халăхĕ те вăрçă нуши-тертне чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ, Çĕнтерÿ- шĕн вăй хунă, пурнăçне те шеллемен. Çавăнпа кашни паттăр асра пулĕ.

Вăрçă манăн чĕрере те ĕмĕрлĕхе суран хăварнă — атте, Иван Петрович Гладков, вăрçăран аманса хăрах алăпа таврăннă. Вăл Мускав патĕнчи, унтан Ленинград блокадинчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Вăй пулнă çав унăн, Мускав патĕнчи вăрманта пĕр тĕреклĕ нимĕçе пĕтĕрсе илсе штаба çитернине, командовани уншăн тав тунине каласа кăтартатчĕ. Ленинград таврашĕнчи Синявино сăрчĕ-пе шурлăхĕ таврашĕнчи юнлă хĕрÿ çапăçусене тăтăшах аса илетчĕ. Нимĕç сăртран вăйлă перет, пуç çĕклеме те памасть, Украина каччи манăн алăрах вилсе кайрĕ тесе хурланатчĕ. Сержант пулнă вăл. Йывăр аманнă, госпитале лекнĕ. III степеньлĕ Мухтав орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Мускава хÿтĕ-ленĕшĕн», «Ленинграда хÿтĕ-ленĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă аттене, Верховнăй Главнокомандующи Тав тунисем пурччĕ. Вăл пурнăçра пуç усманни хавхалантаратчĕ мана.

Пĕрлех районти «Ял ĕçченĕ» хаçатра ĕçленĕ аслă юлташăмсене, наставниксене — Николай Алексеевич Кадикин тĕп редакторпа унăн заместительне Иван Григорьевич Григорьева та çав тери тав туса ырăпа асăнатăп. Вĕсем иккĕшĕ те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă.

Николай Алексеевич Кадикин 1923 çулта Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри педучилищĕ-ре вĕреннĕ. 1942 çулта Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Орджоникидзери, унтан Бакури çар училищисенче пĕлÿ пухнă. Вăрçа 1943 çулта кĕнĕ. 259 уйрăм артдивизионĕн взводне ертсе пынă. Лейтенант. Демобилизаци хыççăн Тăвайри тата Тăрмăшри шкулсенче физкультурăпа истори вĕрентнĕ, ялти шкул директорĕ пулнă. Унтан Тăвайри райĕçтăвкомăн культурăпа çутĕç пайне ертсе пынă. Патшалăх хăрушсăрлăх министерствин органĕ-сенче, «Сталин ялавĕ» хаçат редакцийĕн-че, КПСС Тăвай райкомĕн секретарĕнче, Пуянкассинчи «Социализм» колхоз председателĕнче тăрăшнă. Пенсие тухсан ялти шкулта истори,право, географи предмечĕ-сене вĕрентнĕ, шкул историне çырнă.

Эпĕ «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцинче ĕçлеме пуçланă чухне, 1973 çулта, вăл унăн тĕп редакторĕччĕ. Пĕр вăхăтрах партин аслă шкулĕн- че заочно йĕркепе вĕренетчĕ. Редакцие мана вăл ĕçе илнĕ, çырулăх ĕçĕнче нумай пулăшнă. Пысăк тавракурăмлă, ĕçе йĕркелеме пĕлекен пултаруллă, пысăк опытлă çынччĕ вăл. Унпа кирек мĕнле ыйтупа та канашлама пулатчĕ, хаçат страницисенче проблемăллă çивĕч ыйтусем хускататчĕ. Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕччĕ. Çамрăк сотрудниксемшĕн лайăх наставникчĕ вăл. Астăватăп, манăн çирĕм тăватă куплетлă «Çăкăр» сăвва тата «Чун-чĕре илемĕ — юрату никĕсĕ» лекцисен ярăмне тÿрех номере лартнăччĕ. Ăнланма тата пулăшма тăрăшатчĕ вăл яланах. Пĕр хушă республикăри «Хыпар» хаçат редакцийĕнче яваплă секретарь заместителĕнче те ĕçлерĕ вăл. Вăрçă çулĕ- сенчи унăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медалĕ çумне мирлĕ вăхăтра «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилейлă тата «Ĕç ветеранĕ» медальсем хушăннă.

Кивĕ Пуянкасси ялĕнче пурăннă Иван Григорьевич Григорьев пирки те чи ăшă асаилÿсем юлнă манăн. Вăл 1922 çулта çуралнă, 1985 çулта çĕре кĕнĕ. 1942 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Пĕрремĕш штурмлакан инженери бригадинче паттăрлăх кăтартнă вăл, çавăншăн 1943 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Демобилизаципе киле таврăнсан Чăваш ял хуçалăх институтĕнче зоотехнике вĕреннĕ, ăна пĕтерсен Мордва республикинче, 1954 çултан вара Тăвай МТСĕнче, тăван ялĕнчи «Социализм» колхозра ĕçленĕ. Кайран «Социализм» хуçалăхра пĕрле вăй хунă Николай Алексеевич Кадикин сĕннипех пулĕ вăл 1966 çултан тытăнса хаçатра ĕçлеме пуçланă, ял хуçалăх пайне ертсе пынă, редактор заместителĕ те пулнă. Эпĕ ял хуçалăх пайĕн-че литсотрудник пулса унпа пĕрле ĕçлерĕм, кайран парти райкомĕн бюровĕ асăннă пай заведующийĕ пулма çирĕплетрĕ. Нумай ыррине вĕрентĕм унран: çынлăха, чăтăмлăха, тавракурăма, пĕлĕве ÿстерсех пымаллине, ÿр- кевлĕхе çĕнтермеллине. Паян кун та ырăпа аса илетĕп ăна. Хăй те хама килĕштернине, ырă суннине сисеттĕм. Мăшăрне курах пулĕ Иван Григорьевичăн арăмĕ Мария Федоровна та ăшшăн кăна ывăлăм тесе чĕнетчĕ. Сăмах майăн каласан, вăл та Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1939 çулта Шупашкарти акушер шкулĕнчен вĕренсе тухнăскере тата акушерта ĕçленĕскере 1942 çулхи çуркунне Хĕрлĕ Çара илнĕ. Унта вăл иккĕмĕш Балтика фрончĕн 105-мĕш уйрăм инженерипе аэродром батальонĕнче санинструкторта чунне панă. Ăна хастарлăхшăн II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕпе палăртнă. Килĕнче вĕсен халĕ ашшĕ пекех кăмăллă ывăлĕ Александр Иванович мăшăрĕпе Тамара Ипатьевнăпа пурăнать. Вĕсен çитĕннĕ икĕ хĕрпе пĕр ывăл.

80 çул çитрĕ иртнĕ вăрçăра нимĕç фашисчĕсемпе кĕрешсе Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа. Анчах унта хутшăннисен паттăрлăхĕ пирĕн асăмрах. Ÿлĕмрен те çаплах пулĕ.

 

Иван ГЛАДКОВ

 

Поделиться:
Распечатать