1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:21

Патриотла авточупу

 

Ялавсемлĕ тата авточупу символĕллĕ автомобильсен колонни «Тăвай—Чÿкçырми—Кармал—Тĕмер—Çĕнĕ Ишпуç—Амалăх—Тăвай» маршрутпа кайса совет халăхĕн Аслă вăрçăри паттăрлăхне сума суса палăртнă.

Авточупу истори астăвăмне упрама, çитĕнекен ăрăва патриотизм кăмăл-туйăмĕллĕ пулма воспитани пани. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă пек «Çĕнтерÿ кунĕ — пирĕншĕн тĕп уявсенчен пĕри».

«Ку мероприятисене пирĕн çÿллĕ шайра йĕркелемелле, кашнинех праçник лару-тăрăвне хутшăнмалла. Эпир паттăрсене асра тытса хисеплетпĕр, çакна çитĕнекен тепĕр ăрăва паратпăр. Пирĕн округра пурăнакансем хăйсен активлă гражданла позицине кăтартаççĕ»,— палăртнă Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов.

Вăрçă, ĕçпе право сыхлав органĕсен ветеранĕсен округри Канашĕн председателĕ Римма Гурина та «Çĕнтерÿ-80» патриотизмла авточупăва хутшăннисене тав тунă.

«Ку пирĕн округри ăрусен çыхăнăвĕ çирĕп, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине кăтартса парать. Уйрăмах мероприятире çамрăксем активлăх кăтартни савăнтарать. Шкулта вĕренекенсем паттăрсене асра тытма мемориалсем çывăхне хумханса чечексем хунине асăрхасан, вăрçă çинчен каласа панине вĕсем хумханса итленине курсан, эпĕ ăнланатăп — эпир ку ĕçе ахаль тумастпăрах».

Поделиться:
Распечатать