Тушкилти вăтам шкулти шкулчченхи ушкăна çÿрекен ачасем «Читаем детям о войне» акцие хутшăнса пирĕн халăхăн Аслă Отечествăлла вăрçăри паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнă кĕнекесемпе паллашнă.
Надежда Камасева библиотекарь вĕсене Сергей Алексеевăн «Битва за Москву» кĕнекин пĕр сыпăкне вуласа панă. Ачасем паттăрлăх çинчен çырса кăтартнине тимлесех итленĕ. Унтан «С дедом на парад» юрра пĕрле юрланă. Юлашкинчен Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк патне çитсе курнă.
Надежда КАМАСЕВА