1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:24

Пуçару шанăçа çирĕплетет

 

Пĕтĕм Раççейри «Раççейри ĕç. Пысăк майсен вăхăчĕ» ярмăрккă картинче апрелĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ çавра сĕтелте ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакан ентешсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусем малта тăнă.

Ку енĕпе республикăра сахал мар тимлеççĕ. Калăпăр, кăçалтан СВОри ентешсен ĕç вырăнĕсене упраса хăвармалли гарантисем вăйра пулаççĕ. Вĕсемпе тунă ĕç килĕшĕвĕсем çар ретне тăнă май вĕçленмеççĕ, вăхăтлăха кăна чарăнаççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцийĕнчен таврăнакансемшĕн ĕçпе тивĕçтерес ыйтусем малта пулнине тĕпе хурса çĕнĕ пуçару тунă: СВО ветеранĕ-сем валли ĕç вырăнĕсен резервне йĕркелеме сĕннĕ. «Çакă пирĕн регионшăн çĕнĕлĕх. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем тата ĕç паракансем пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿ çирĕплетни пирĕн регионшăн çĕнĕ тата лайăх практика пулса тăрĕ. Ку майпа усă курни пирĕн çар çыннисене мирлĕ пурнăçа хăвăртрах таврăнма пулăшĕ», — тенĕ вăл пур харпăрлăхри ĕç паракансене çапла тума чĕнсе каласа тата «Мирлĕ пурнăçа кĕретĕп» регион проектне пуçласа яма хушу парса.

Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре СВОна хутшăннисене пулăшма лайăх тытăм йĕркеленĕ — вĕсем киле таврăнсан ĕç вырăнне улăштарма пулăшасси таранах. Çакăнпа пĕрлех вĕсем хăйсем кăмăллакан профессисене тÿлевсĕр вĕренме, хушма професси пĕлĕвĕ илме пултараççĕ. Олег Николаев пуçарнипе кăçалтан «Время СВОих» («Хамăрăннисен вăхăчĕ») программа ĕçлесе каять. Конкурсра суйласа илнисем тивĕçлĕ дисциплинăсемпе 2025 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх, муниципалитет тата корпорацисен управленийĕн программисемпе вĕрентме тытăнĕç, кайран стажировкăра пулĕç. Вĕсене курс пĕтернине çирĕплетекен диплом парĕç тата ертсе пыма должноç сĕнĕç.

Çаксем пурте СВО ветеранĕсен мирлĕ пурнăçа чăрмавсăр таврăнас шанăçне çирĕплетĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать