1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:23

Пулăшу ĕçĕ пĕрлештерет

 

«Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн тĕпелĕнче Мучарти ача сачĕн воспитателĕ, ял старости Любовь Кириллова пулчĕ. Виçĕмçул Тăвайри культура çуртĕнче иртнĕ «Хавхалану» форумра паллашнăччĕ. Республикăри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç ăна та. Любовь Васильевна ялта ятарлă çар операцинчи ентешсене пулăшас ĕçсене йĕркелесе, ертсе пырать. Хăйĕн хастарлăхĕпе ыр кăмăллăх ĕçне чĕрĕлĕх кĕртет. «Пирĕнни пек старостăпа пурăнма пулать»,— тесе ахальтен каламаççĕ тăр мучарсем.

— Ентеш-салтаксене пулăшассипе мучарсем округра та маттурисен ретĕнче. Клубра маскировка тетелĕсем çыхнинчен пуçларăмăр ыр кăмăллăх ĕçне. Фронта пулăшас тĕллев пире Вăрмарти волонтерсемпе çывăхлатрĕ, округ пуçлăхĕн çумĕ Александр Петров хăй унтан пулнăран хÿтлĕх хатĕрĕсем çыхассин çĕнĕлĕхĕсене алла илме пĕр ушкăн илсе килчĕ. Ăсталăх занятийĕ хыççăн туслăх чейĕ йĕркелерĕмĕр. Кайран тепре те пулчĕç кÿршĕсем Мучарта.

Çак кунсенче СВОри ентешсен ячĕпе 3-мĕш посылка хатĕрлесе ятăмăр. Хăйсем ыйтнă виçепе тата тĕспе маскировка сеткисемпе тивĕçтертĕмĕр. Хамăр енчи çар служащийĕпе тÿрремĕн çыхăну йĕркелени фронта мĕн кирлипе тивĕçтерессине хăвăртлатать.

Пуянкасси маттурĕсенчен гуманитари пулăшăвĕн черетлĕ партийĕпе дронсенчен хÿтĕ-лекен плащсем ăсатнăччĕ. Салтаксем вĕсемшĕн тав турĕç, чĕркуççирен урана хÿтĕлекен гетрăсем çĕлеме саккас пачĕç. Ольга Наумова, Зинаида Коровина, Анна Цапина, Галина Пугачева, Валентина Белкина, ăсталанса çитнĕскерсем, çийĕн-чех пуçăнчĕç ĕçе. Çĕвĕçсем валли клубра пÿлĕм уйăрнă. Çĕвĕ хатĕрĕсемпе çынсем те тивĕçтерчĕç. Социаллă сетьре пĕлтерÿ вырнаçтарнă хыççăн Ирина Хаймулина предприниматель хăйĕн килĕн- чен çĕвĕ машини илсе килсе пачĕ. Паянхи куна 60 ытла плащ, 30 ытла гетры çĕлесе парса ятăмăр.

Валентина Лаврова кĕмĕл волонтер 70 çултан иртнĕ, пĕр пулăшу ĕçĕнчен юлмасть. Ывăлĕ те мĕн пултарнă таран ял хастарĕсемпе пĕрле. Наталия Полячихинапа Светлана Немова волонтерсем те хÿтĕлевçĕсемшĕн ырă ĕç тунишĕн савăнаççĕ.

Тăван çĕршыва пулăшасси пире пĕрлештерет. Йывăрлăха пĕрлехи вăйпа анчах çĕнтерме пулĕ ,— терĕ вăл калаçăва пĕтĕмлетсе.

Раиса ШУМОВА калаçнă

Поделиться:
Распечатать