1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:27

РЕСПУБЛИКА, ОКРУГ

• Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе кайнă пысăк делегаци суту-илÿпе экономика тата культура енĕпе тытакан çыхăнусене малалла çирĕплетес тĕллевпе Узбекистанра пулнă. Асăннă çĕршыв Чăваш Енре туса кăларакан электрооборудование, хими япалисене, ытти продукцие чылай туянать. Узбекистанран пирĕн пата апат-çимĕç (сĕт юр-варĕ, çăмарта, пыл), строительство материалĕсем, атă-пушмак, тумтир, оборудовани килет. Пĕлтĕр тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕ 2020 çулхинчен 62 процент хушăннă. Экспорт-импорт таварĕсен списокне малалла çĕнетме килĕшсе татăлнă хальхи тĕлпулура. Тĕслĕх- рен, чăвашсен пир-авăр тĕртекен станокĕсем Узбекистанăн пир-авăр промышленноçĕн хăвачĕ-сене çĕнетме пулăшма пултарнине каланă Олег Николаев.

• Чăваш Республикин парламенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сергей Артамонова Правительство пуçлăхне çирĕплетессипе килĕш-ме ыйтнине тивĕçтернĕ, çавăн хыççăнах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 58-мĕш указа алă пусса Сергей Артамонова маларах йышăннă должноçран хăтарса Министрсен Кабинечĕн Председательне çирĕплетнĕ.

• Республикăри ял хуçалăх министерстви майăн 5-мĕшĕнчен пуçласа федерацин çĕнĕ «Агромотиватор» грантне памашкăн заявкăсем йышăнма тытăннă. Ăна ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене, хăйсен бизнесне йĕркелеме кăмăл тунисене, пулăшас тĕллевпе 2024 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнĕ. Заявкăсене июнĕн 5-мĕшĕччен патшалăх пулăшăвĕ-сен порталĕ урлă йышăнаççĕ.

• Юлашки 5 çулта республикăри ялсенче çĕнĕ 35 культура çурчĕ тунă. Вĕсенчен пĕрне федераци укçипе хута янă. Ыттисене е республика бюджечĕн, е пуçару бюджечĕн укçи-тенкипе ĕçе кĕртнĕ, çак шутра — пирĕн округри Çĕнĕ Ишпуçĕнчи, Нÿш- кассинчи тата Чÿкçырминчи культура çурчĕсене те. Чылай культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ — Тăвайрине, Енĕш Нăрвашрине, Тĕмертине... Округра автоклуб та ĕçлет, республикипе вĕсем пурĕ 14. Кăçал республика бюджетĕнче тепĕр 7 автоклуб туянма укçа пăхса хăварнă.

• Тăвайри музей республикăри муниципалитетсенчи пысăк музейсен шутне кĕрет. Ун йышшисем Канашра, Куславккара, Етĕрнере, Улатăрта, Çĕрпÿре ĕçлеççĕ. Вĕсене пурне те тĕпрен юсаса йĕркене кĕртнĕ.

Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ

Поделиться:
Распечатать