Вăхăт шав малаллах васкать, пурнăç кустăрми пĕр самантлăха та чарăнмасть. Акă, аслă ăру шутне АПК ветеранĕсен районти пĕрлешĕвне 2022 çултанпа ертсе пыракан Н.И.Иванов та кĕчĕ. Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче нумай та мар, сахал та мар — 70 çул тултарчĕ.
2020 çулта кун çути курнă «Тăвай районĕн энциклопедийĕ» кĕнекере Николай Ильича производство организаторĕ тата муниципаллă служащи тесе палăртнă. Вăл Тăвайри вăтам шкулта сакăр класс, унтан Сĕнтĕр- вăрри хулинче вăрман хуçалăхĕн техникумне, каярахпа Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Çар ретĕнче тăнă, ракетăллă чаçре радист пулнă. Н.М.Яклашкин хатĕр- лесе кăларнă «Тăвай енĕн сумлă çыннисем» кăларăмра çакăн пек çырни те пур: 1976—1980 çулсенче Н.И.Иванов Тюмень облаçĕнче вăрман хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Вунă çынран тăракан бригадăра пурте вăрман техникумне пĕтернĕ çынсем, çав шутра Николай Ильич ентешĕсем — Улянкă ялĕн çамрăкĕсем пулнă. Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн 1979 çулта вĕсен бригадине Пĕтĕм Союзри Ленинла комсомолăн премине панă. Н.И.Ивановăн малаллахи пурнăçĕ Чăваш Енпе çыхăннă. 1980 çултанпа вăл Шупашкарти вăрман продукцийĕпе сутă тăвакан база директорĕн çумĕнче, унтан çав предприяти ертÿçинче тăрăшнă. Çавăн пекех унăн республикăри Апат-çимĕç фончĕн, Канаш хулинчи «АККОНД хлеб» организаци ертÿçинче те вăй хума тивнĕ. Ентешĕ- сем чĕннипе 1998—2003 çулсенче Н.И.Иванов хамăр районти «Луч» совхоза ертсе пынă, хуçалăх экономикине çÿлерех шая çĕклес тесе вăл сахал мар тăрăшнă.
Экономика тытăмĕнче пухнă пуян опыта тата унăн ертÿçĕ пултарулăхне кура, Николай Ильича 2005 çулта Тăвай район администрацийĕн ертÿçи пулма суйлаççĕ. Ку ответлă ĕçре 2010 çулччен вăй хунă. Шăпах çак тапхăрта вăл тата хамăрăн паллă ентеш — Шупашкарти «Акконд» ООО генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов учредитель пулса тăрăшнипе 2006 çулта Тăвайра «Акконд-агро» хупă акционер обществи (ЗАО) йĕркеленĕ. Унăн тĕп çул-йĕрĕсем: тыр-пул, сĕт, аш туса илесси. Предприяти хура-шурă ăратлă ĕнесем ĕрчетес енĕпе репродуктор шутланать. 2010 çулта фермăри сĕте ĕçлесе хатĕрлекен цех хута кайнă, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленнĕ. «Фирма «Акконд-агро» АО паянхи кун — республикăри чи ăнăçлă предприятисен шутĕнче. «Агро-100» клуб членĕ, округ бюджетне курăмлă укçа-тенкĕпе пуянлатса тăрать.
Н.И.Иванов 2002-2005çулсенче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ те пулнă, ял ĕçченĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парас енĕпе сахал мар тăрăшнă. Пĕр хушă Тăвай районĕн Шупашкар хулинчи ентешлĕ- хе ертсе пынă. Ăна Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă, ЧР Президенчĕн Тавĕ-пе тата алла çыхмалли сехетпе палăртнă.
Тивĕçлĕ канура пулин те, Николай Ильич Тăвай ялĕнче 2012 çулта пысăках мар предприяти йĕркеленĕ, унта халăха кирлĕ таварсем туса кăларать. Çав шутра металл изделийĕсем, çĕвĕ продукцийĕ тата ытти те.
— Ахаль кăна килте лараймастăп эпĕ,— тет ачаранах ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕскер. Яланах çĕнни шырать. Акă, строительствăра усă курмалли «лего» кирпĕч кăларма пуçланă вăл ывăлĕпе пĕрле хăйĕн производство цехĕнче. Çак тĕлĕшпе ку чухнехи оборудовани те туяннă.
Ĕç ветеранĕ, çулĕсене пăхмасăрах, округра иртекен спорт ăмăртăвĕсенче пулма тăрăшать, йĕлтĕр- çĕсем хушшинче вара хăй те пĕрре çеç мар малти вырăнсене йышăннă.
— Йĕлтĕр спортне мĕн çамрăкран кăмăллатăп. Техникумра вĕреннĕ, çарта службăра тăнă вăхăтра та спорт тупăшăвĕсене хутшăннă,— тет Николай Ильич.
Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, Н.И.Иванов виççĕмĕш çул АПК ветеранĕсен округри уйрăмне ертсе пырать, унăн хисеплĕ председателĕ-пе М.Я.Яковлевпа тата пайташĕсемпе пĕрле сахал мар ĕç пурнăçлать. Унсăр пуçне Николай Ильич Тăвай округĕнчи Общество палатин членĕ. Унăн активлăхне, тăрăшулăхне палата ертÿçи В.Я.Шакров уйрăммăн палăртрĕ юбилярăн çавра сĕтел хушшинчи тĕлпулура, Николай Ильича Общество палатин Хисеп грамотипе тата парнепе сумланă вăхăтра. Чыславсем татах та пулчĕç. Ăна Тăвай округ администрацийĕн Хисеп грамотипе, район 90 çул тултарнă ятпа кăларнă медальпе наградăларĕç.
Округ администрацийĕн пуçлăхĕ О.А.Ломоносов алă пуснă чыслав хутне пуçлăхăн çумĕ — тирпей-илем кĕртес, территорисене аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени ертÿçи В.В.Николаевапа ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Р.Краснов пачĕç.
Ивановсен хăтлă кил-çуртĕнче ача-пăча сасси те час-часах илтĕнет. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕ хисеплĕ мăшăра пилĕк мăнукпа савăнтараççĕ.
Ырă сăмахсем, сунăмсем сахал мар пулчĕç юбилей кунĕнче Н.И.Иванов ячĕпе. Район администрацийĕнче пĕрле ĕçленĕ юлташĕ-сем, АПК ветеранĕсем, Йĕпреç тата Канаш тăрăхĕсенчен килнĕ хисеплĕ хăнасем Николай Ильича малашне те сывлăхлă, хастар та мал ĕмĕтлĕ пулма ырă сунчĕç.
Н.И.Ивановăн Улянкă ялĕнчи пĕлĕшĕсем вăл ял пурнăçĕнче пуçаруллă пулнине палăртрĕç.
Людмила ПАВЛОВА