1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 17 Май 2025 г.
14 мая 2025 г. 9:34

Тенеялĕнчи Балтика тинĕсĕ

 

Ялĕ вăл пирĕн пысăк мар, анчах çырмасенчен пуян. Яла икке уйăрать тарăн çырма. Сапаттар çăлĕ, Пĕчĕк çăл, Сахар çăлĕ, Кĕрлев çăлĕ шăнкăртатса юхса выртаççĕ. Пĕчĕк çăл çумĕнче тимĕрç лаççи ларатчĕ. Халĕ вăл, чăн та, çук. Лаç умĕнче пĕве сарăлса выртатчĕ. Ку вăл иртнĕ хаяр вăрçă çулĕсенчеччĕ. Ача чухне эпĕ кашни кун çырмана тимĕрçĕ лаççине чупса анаттăм. Ку вăл 1942 çулхи çуллахи кунсенчеччĕ. Пирĕн патăрта Эстонирен, Таллин хулинчен килнĕ Иоганн Саакпа мăшăрĕ пурăнатчĕç. Вĕсене эвакуированнăйсем тетчĕç. Иоганн Саак тимĕрçĕре ĕçленĕ. Эпĕ ăна пулăшас тесе кайнă ĕнтĕ. Пĕчĕк витре илеттĕм те пĕчĕк çăлран шыв ăсса параттăм Саак дядьăна (çапла чĕннĕ эпĕ ăна). Дядя тени вырăсла ĕнтĕ. Вăл чăвашла пĕлместчĕ, эпĕ — вырăсла. Калаçаттăмăр иксĕмĕр, эпĕ вырăсла перкелешме вĕрентĕм. Хĕртнĕ тимĕре эпĕ ăсса панă шывпа сапатчĕ, пысăкрах тимĕрсене лаç умĕнче пĕвене ярса сивĕтетчĕ. Лараттăмăр çапла вара лаç умĕнче калаçса. «У нас Балтийское море?»,— тетчĕ. Эпĕ тĕлĕнсе пăхаттăм. «Вот это Балтийское море»,— теттĕм. Дядя Саак ăшшăн кулатчĕ. Таллин хулине аса илсе ăшĕ çуннă пулĕ. Манпа калаçса лăпланнă. «Кончится война, приезжай на Балтийское море»,— тетчĕ вăл, эпир çĕнтерессе шанса.

Таллин хулине нимĕçсенчен хăтарни çинчен яла хыпар çитрĕ. Пирĕн ялта пурăннă эстон çыннисем хăйсен килне кайма пуçтарăнчĕç. Пирĕн ял масарне вунпĕр эстон çыннине пытарнăччĕ. Чирлесе вилнĕ пулĕ ĕнтĕ вĕсем. Ял халăхĕ сывă юлнисене лашапах Тăвайне ăсатрĕ. Чи çывăх тăвансем пек уйрăлчĕç вĕсем. «Балти тинĕсне ан ман»,— терĕ мана дядя Иоганн Саак. Нумай çул хушши çыру çырчĕç вĕсем пирĕн пата. Пĕр çул çав çемье Игнат тетен пушă çуртне пурăнма куçрĕ. Эпĕ кашни ир вĕсене сĕт кайса параттăм. Асанне витрепе сĕт парса яратчĕ вĕсене валли. Пирĕн ял хĕрĕ Степанида (ялти пек каласан, Çиппа) Çĕнĕ Ишпуçне Павел Краснова качча тухрĕ. Вăл Таллинра милицире ĕçленĕ, Иоганн Саакпа кÿршĕллĕ пурăннă. Вĕсенчен пирĕн ял çинчен ыйтса пĕлетчĕç тет. Хăнана чĕнчĕç. Унти Балти тинĕсне кайса кураймарăм, анчах вĕсен ырă кăмăлĕ ялан асра. Саак майри çыхса панă çăм кофтăна улттăмĕш класа çитиччен тăхăнтăм. Нушана çапла пĕрле тÿссе ирттернĕ халăх.

 

Поделиться:
Распечатать