Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн фойинче ыркăмăллăх ярмăркки иртнĕ.
Ăна «Енĕш Нăрваш. Салтаксене пулăшу» волонтер ушкăнĕн участникĕсем йĕркеленĕ. Çынсем нумайăн пухăннă ярмăрккăна, пĕрлехи ĕçе кашни хăйĕн тÿ- пине хывма тăрăшнă. Ярмăрккăра тĕрлĕ тавар туянма май пулнă — кофепе ырă шăршăллă чей те, кукăльсемпе пылак çимĕçсем те, алĕç япалисем те, йывăç-тĕмпе чечексен калчисем те, канцеляри таварĕсемпе Çĕнтерÿ символĕн атрибучĕ- сем те, ытти те. Пухăннă укçа-тенкĕне ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан хамăр ентешсем патне ăсатаççĕ.