Чăваш патшалăх филармонийĕнче патриотла юрăсен «Раççей ачасен сассисемпе» республикăри конкурсăн пĕтĕмлетÿ концерчĕ иртнĕ.
Конкурса Тăван Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине халалланă. 200 ытла заявкăран финала 20 юрăçпа ушкăна суйласа илнĕ. «Пĕчĕк ушкăн» номинацире Тăвай округĕнчи «Тайна» ансамбль 1 степень лауреачĕн дипломне çĕнсе илнĕ. Ушкăна Галина Никонова педагог 20 çул ытла ăнăçлă ертсе пырать.
Ача-пăча шкулĕнчен финала тухнă тепĕр пултаруллă ушкăн «Веселые нотки» (ертÿçи Елена Иванова) хор ансамблĕсем хушшинче 2 степень лауречĕ пулса тăнă.
Ксения ИВАНОВА