1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
16 мая 2025 г. 12:17

Ĕçкĕ пĕтерет

 

Пĕтĕм тĕн-чери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çĕр чăмăрĕ çинче эрех ĕçнипе çулсерен 3,3 млн çын вилет, ку мĕнпур вилĕмĕн 5,9 проценчĕ.

Раççейре 20—40 çулсенче вилнĕ çынсен 15 проценчĕ эрех ĕçнипе вилнĕ.

Харпăр хăй çине алă хурасси, мăшкăлласси, вĕлересси, çапăçасси, çаратасси ытларах чухне ÿсĕрле пулса иртеççĕ.

Алкоголь çие юлассине 20 процент таран чакарать.

Хĕрарăмсем, арçынсемпе танлаштарсан, 4 хут ытларах ĕçкĕçе тухаççĕ.

Ĕçекен çемьесенчи ачасем 5 хут ытларах хавшаса, хевтесĕрленсе пыраççĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ĕçке ернĕ пулсан ачисем те çав шурлăха лекесси 89 процентпа танлашать.

Алкоголь пуç мимин клеткисене пĕтерет теççĕ. Тĕрĕссипе каласан, вăл клеткăсене мар, вĕсен хушшинчи çыхăнусене пăсать, çакă ăс-тăн пăтранасси, пăсăласси патне çитерет те.

Поделиться:
Распечатать