Ку саккуна вара пăхса тухнă, çирĕплетнĕ. Майăн 30-мĕшĕнче вăя кĕрекен саккунпа килĕшÿллĕн, банкра счет уçмасăр 100 пин тенкĕрен ытла куçарма ирĕк памĕç.
Ку таранччен карттăран карттăна унран ытларах та укçа куçарма май пулнă. Малашне вара çынна 100 пин тенкĕрен ытларах куçарса парас тесен банкра харпăр счет уçмалла, укçана çавăнта хумалла. Унтан тин кирлĕ çынна куçарса пама тÿр килĕ.
Саккуна çапла майпа çирĕплетни çынсене ултавçăсенчен хÿтĕ-леме, усал шухăшлисене террористсене укçа куçарса памашкăн чарма, укçа-тенкĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешме пулăшĕ.