1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:52

80-мĕш çĕнтерÿллĕ çуркунне

 

Хăрушă вăрçă чарăннăранпа 80 çул çитнĕ пулсан та, эпир мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене асра тытатпăр. Вĕсене çĕнтерÿшĕн тав тăватпăр. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме Енĕш Нăрвашран 603 çын тухса кайнă, 251-шĕ çапăçусенче пуç хунă. Шел пулин те, хаяр вăрçăн чĕрĕ свидетелĕсем юлмарĕç ялта. Тыл ветеранĕсем пиллĕкĕн пурăнаççĕ.

Аслă Çĕнтерÿ митингне Енĕш Нăрваш ял территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Федоров уçрĕ. «Эпир вăрçă паттăрĕ-семпе мăнаçланатпăр, асра тытатпăр. Яланах çĕр çинче мир пултăр! Ыранхи куна çирĕп шанăçпа пăхар!»— терĕ вăл. Салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене, ял халăхне, хăнасене ял старости Надежда Чернова, ветерансен ялти совечĕн председателĕ Зоя Герасимова, Владимир Петровпа Владимир Ванерке ĕç ветеранĕ-сем, округ администрацийĕн представителĕ Алексей Федоров саламларĕç. Асăну палăкĕ умне ял халăхĕ чечек кăшăлĕ-семпе çыххисем хучĕç. «Вилĕм-сĕр полк» акцие хутшăнакансен аллисенче вăрçăра çапăçнă тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем пулчĕç. Шкул ачисем уява хăйсен пултарулăхĕпе илемлетрĕç, митингра СВОран кĕске отпуска килнĕ Дмитрий Сергеев пулчĕ.

Аслă лапамра çамрăксем Çĕнтерÿ уявне халалласа футболла вылярĕç. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе нумай мероприяти йĕркеленĕ ялта, çав шутра «Астăвăм çурти» акци те.

 

Надежда ЧЕРНОВА,

Енĕш Нăрваш ялĕ

Поделиться:
Распечатать