1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 29 Май 2025 г.
23 мая 2025 г. 14:17

Алимент тÿлеменнисен реестрĕ

 

Раççейре алимент тÿлессинчен пăрăнакан çынсен списокне хатĕрлĕç. Саккун проектне Раççей Патшалăх Думи пăхса тухса ырланă.

Кирек кам та курма пултаракан хура списока алимент тÿлеменнине пула административлă тата уголовлă майпа айăпланă граждансене, шыравра шутланакан çынсене кĕртĕç. Асăннă реестра Суд приставĕсен федераци служби Социаллă фондпа пĕрле май уйăхĕн 25-мĕшĕччен хатĕрлĕ, вĕсемех ăна кайран çĕнетсе-улăштарса тăрĕç.

Поделиться:
Распечатать