1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Суббота, 28 Июнь 2025 г.
23 мая 2025 г. 13:48

Анлăн паллă тунă

 

Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн чи сумлă, хаклă уявсенчен пĕри. Кăçал ăна 80-мĕш хут кĕтсе илтĕмĕр. Чăваш Енре Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне тата Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне анлă паллă тунă. Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕп мероприятисем çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта тата муниципалитетсенче иртнĕ.

Уяв пин-пин çынна пĕрлештернĕ, ăрусене çыхăнтарнă. Çынсем Пĕтĕм Раççейри «Вилĕм-сĕр полк», «Астăвăм стени», «Пĕтĕм Раççейри çĕнтерÿ хорĕ» астăвăм акцийĕсене, митингсене хутшăннă, асăну палăкĕсем патне чечексем хунă, пире мирлĕ тÿпе тата ырă пурнăç парнеленĕ паттăрсене — салтаксемпе офицерсене тата тыл ĕçченĕсене тав тунă, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунă паттăрсене асăнса нихăçан сÿнми çулăм умне чечек кăшăлĕсем хунă. Шупашкарта иртнĕ тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти — çар парачĕ. Унта 700 ытла салтакпа офицер, 75 техника хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев совет çыннисен паттăрлăхĕпе мăнаçланнине, вĕсен чăтăмлăхĕпе хăюлăхĕ çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăнине палăртнă. «Влаç органĕ- сем, общество организацийĕсем, ял-хула çыннисем тăрăшнипе тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркелеме пултартăмăр. Аслă Çĕнтерĕ- ве халалланă ĕçсем умра тата та пур. Астăвăма упрасси, ăна ăруран ăрăва куçарса пырасси — пирĕн сăваплă тивĕç»,— тенĕ республика ертÿçи.

Уяв тĕп хулари салютпа вĕçленнĕ.

Иван ИВАНОВ

Поделиться:
Распечатать